АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УСĂЛЛĂ ТĔЛ ПУЛУ

15 октября 2008 г.

 

Вут-çулăм инкек кÿнине кашниех пĕлетпĕр. Анчах та тепĕр чухне шар куратпăр. Ачасем те вут-кăварпа асăрханусăр пулни шиклентерет. Çав тĕллевпех вĕсемпе час-часах тĕрлĕ калаçусем, викторинăсем, конкурссем йĕркелемелле. Ку енĕпе вĕрентекенсем те, пушар чаçĕн ĕçченĕсем те тăрăшуллине палăртмалла. Акă, иртнĕ иртнĕ эрнере Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи 5-мĕш “в” (класс ертÿçи И.Соловьева), 6-мĕш ”а” (Г.Гордеев), 7-мĕш “б” (С.Жукова), 8-мĕш “б” (Е.Свинина) классенче вĕренекенсем районти 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Унти ĕçченсем вĕренекенсен ыйтăвĕсем çине те хуравларĕç. Вĕсен вара вун-вун ыйту. Интереслĕ-çке. Пушар темипе ятарлă калаçу ирттерни те паха пулчĕ. Халĕ ачасем вут-кăвар тухсан чи малтанах мĕн тумаллине лайăх пĕлеççĕ. Асăрхануллă пулмаллине те асрах тытаççĕ. Тĕл пулу, курав ачасен кăмăлне кайрĕ. Уншăн пушар хуралĕнче ырми-канми тăрăшакан ĕçченсене тав тăватпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика