15 октября 2008 г.
Пурнăç условийĕсене тивĕçтерекен мĕнле кăна техникăна алла илместпĕр пулĕ. Çулран-çул çĕнĕ йышши аппаратурăпа усă куратпăр. Ара, халĕ кашни килтех компьютер, телефон, видио- телеаппаратура пур. Унччен, 10—15 çул каялла, ялти хăш-пĕр килте çеç телефон пулнă. Инкек курсан тÿрех унта васканă. Шăнкăравласа пĕлтермелле-çке. Паян вара телефон-таксофонпа ялтах усă курма май пур. Унччен вĕсем хулара çеç пулнă.
Кăна федераци программипе килĕшÿллĕн пурнăçланă. Çак аппаратран халĕ çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесне шăнкăравлама пулать. Ку чăнах та меллĕ, анчах та вăл ялсене кая юлса çитрĕ пулĕ тесе шутлатăп, тен, хăшĕ-пĕри манпа килĕшес те темĕ. Халĕ кашни килтех телефон пур, ахальли мар пулсан та карас телефонĕ пурах. Çавăнпа та ял халăхĕ унпа усă курать-ши? Тĕслĕхрен, эпĕ унпа нихăçан та çынсем калаçнине курман.
Таксофонран 01, 02, 03, 04 номерсемпе тÿлевсĕр шăнкăравлама пулать. Ытти çĕре шăнкăравлас пулсан вара ятарлă таксофон карти туянмалла. Анчах та темшĕн ăна ял территорийĕнче сутмаççĕ. Ял халăхĕн ăна ăçтан илмелле-ши; Почта уйрăмĕнче е магазинта ятарлă таксофон карти сутăнсан меллĕрех. Хăш-пĕр ялсене çитсе курнă май, унпа çынсем усă кураççĕ-ши тесе интереслентĕм. Шăнкăравласа курнă, калаçма та тÿр килнĕ тесе хуравлакан пулмарĕ. Тÿлевсĕр номерсемпе çеç шăнкăравланă иккен. Е хăш-пĕри вăл пурри пирки те пĕлмест. “Кирлĕ пулман, кĕсъе телефонĕпе усă курма вĕреннĕ те”,— теççĕ чылайăшĕ. Ялта пурăнакансем, тен, таксофонсенчен шăнкăравлама пĕлмеççĕ. Анчах та телефон-таксофонпа мĕнле усă курмаллине ăнлантарсах панă.
Таксофонсене ял халăхĕшĕн усăллă пултăр тесе лартнă. Анчах та хăшĕ-пĕри çакна тивĕçлипе хакламанни тĕлĕнтерет. Районти ялсенче вĕсене çĕмĕрнĕ тĕслĕхсем те пурах. Пур япалана мĕншĕн сиенлетпĕр-ши; Е вăя ниçта хураймастпăр, е ыттисемшĕн усăллă пуласран хăратпăр.
Вулакансем, хăвăрăн шухăшăра пĕлтерсемĕр.
Источник: "Каçал Ен"