15 октября 2008 г.
Çулсеренех районта йывăç лартмалли уйăхлăх «Йывăç ларт та ăна упра» ятпа иртет. Ăна тавралăха илем кĕртес енĕпе йĕркелеççĕ. Кашни çулах çак мероприятие районта çĕршер çын хутшăнать. Кăçал вăл сентябрĕн 25-мĕшĕнче пуçланнă, октябрĕн 25-мĕшĕччен тăсăлать. Район пуçлăхĕ Г.Волков ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, пур харпăрлăхри предприятисемпе организацисен ертÿçисене халăха, коллектива çак ĕçе явăçтарма хушу кăларнă. Шкул ачисем те унтан айккинче юлмалла мар. Пурин те çĕнĕ парксем, скверсем, аллейăсем тумалла, йывăçсем лартмалла. Халĕ çитĕнекен хунавсемпе те ĕçлемелле. Хăрнисене çĕннисемпе улăштармалла. Çырма-çатра, çул хĕррисем пирки те манса кайма юрамасть.
Çак мероприятие район çыннисем хастар хутшăнасса шанас килет.
Источник: "Каçал Ен"