08 октября 2008 г.
Çулсеренех районта «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» профилактикăлла акци иртет. Кăçал та йĕркелетпĕр ăна. Унăн тĕллевĕ — ачасем пирус туртнине хирĕç кĕрешесси, вĕсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, сиенлĕ йăларан пăрăнма май туса парасси.
Ачаранах эпир пирус туртни сиенлĕ пулнине, пĕр тумлам никотин та лашана вĕлерме пултарнине тата унăн ытти сиенлĕ витĕмĕсем çинчен пĕлетпĕр. Анчах та статистика шкул ачисен 20 проценчĕ (ку пысăк цифра) сигаретпа туслă пулнине кăтартса парать. Вĕренекенсенчен чылайăшĕ 4—5-мĕш класрах пирус туртма пуçлани — татса паман пысăк ыйту. Ку учительсене те, общественноçа та хумхантармалла. Хумхантармалла çеç мар, «чан çапмалла». Ачасем хăйсене мăн çын пек туяс, тантăшĕсем умĕнче мухтанас тĕлĕшпе çăвара пирус хыпаççĕ. Анчах та табак тĕтĕмĕ вĕсене ÿсме те, ăс-хакăл енчен аталанма та, вăй-хал хушма та пулăшмасть, ура çеç хурать.
Пăшăрханмалли татах та пур. Çав 20 процентран 9 проценчĕ — хĕрсем. Вĕсем хăйсем сисмесĕрех алла сигарет пачки тытаççĕ. Каччăсем умĕнче курнăçланас теççĕ-ши; Анчах та çакă ырри патне илсе пымасть. Пурăна-киле сиенлĕ йăлана хăнăхаççĕ те, унран тек хăпаймаççĕ. Хĕрсем, туртни халĕ модăра мар! Ыйтса пĕлнĕ тăрăх, каччăсен 70—80 проценчĕ сигаретпа туслă хĕрсенчен пăрăнма тăрăшать, вĕсемпе туслашмаççĕ. Шутласа пăхăр, мĕншĕн çăвара сигарет хыпрăр; Паянхи кун тĕтĕм кăларакан пируспа мар, спортпа туслă хĕрсене ытларах килĕштереççĕ. Спортпа сигарета вара пĕр рете лартма çук.
Ыйăх килменни, апат япăх анни, чăркăшлăх, вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманни, ÿт-пÿ енчен аталанайманни — сигарет пачкин сăлтавĕ. Çамрăк чухне ĕмĕр вăрăм пек курăнать. Анчах та пирус туртни çын пурнăçне 8 çул таран кĕскетме пултарать. Апла пулсан ăна туртма вĕренмелле-и? Айтăр-ха, пирус туртнине хирĕçлесе «çук», сывă пурнăç йĕркине «çапла» тесе калар. Ачасем, спортпа туслă пулăр, сиенлĕ йăласемпе ан туслашăр. Пирус туртни сывлăха çеç сиен кÿрет.
Источник: "Каçал Ен"