08 октября 2008 г.
Районта тăтăшах тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ. Унта çĕнтерекенсем нумай. Анчах та республикăри ăмăртура мала тухса пăхăр-ха. Çăмăл-и? Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнче вĕренекенсем вара умлă-хыçлăнах республика шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ. Хутшăннипе çеç мар, унтан призлă вырăнсемпе таврăнаççĕ.
Сентябрĕн 26—28-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери туристсен кунĕ тĕлне «Золотой лист» ятпа республикăри туристсен слечĕ иртнĕ. Ăна ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министерстви тата ача-пăча творчествин «Эткер» çурчĕ йĕркеленĕ. Ку слетра шкул ачисем çеç мар, аслăрах çулхи туристсем (арçынсемпе хĕрарăмсем те пулнă) ăсталăх енĕпе тупăшнă. Унта шкул ачисен 22 команди хушшинче пирĕн районти Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем те пулнă. Вĕсем тăватă конкурсра çĕнтерÿшĕн аслисемпе тан кĕрешнĕ. Пĕрремĕш конкурс ячĕ — «Командăпа кĕске дистанцисене парăнтарасси». Çамрăк туристсен тĕрлĕ мелсемпе сăрт çине хăвăрт та ăста хăпарма, шыв урлă вĕренсем тата вĕрлĕксем урлă каçма, вĕрене тĕрĕс çыхма тивнĕ. Ăсталăхĕ пулнах çав, тăманлăвыçлисем кунта шкул ачисем хушшинче иккĕмĕшсем пулнă. Тепĕр конкурсра вара туристсен триатлон енĕпе тупăшма тивнĕ. Хĕрсемпе каччăсен байдаркăсемпе тĕрлĕ кăткăс чăрмавсене çĕнтермелле, фигурăсем туса кăтартмалла пулнă. Кунта Ольга Андреевăпа Сергей Тумаков уйрăмах палăрнă. Каласа хăварас килет, сăрт çине хăпарас техникăна пĕлни Катя Яковлевăпа Александр Матвеева çĕнтерÿ патне илсе пынă.
Ăмăртури чи кăткăс конкурс вăл — спорт ориентированийĕ. Малтан кăнтăрла, кайран çĕрле вăрмана тухса кайса унта компас, хунар (каçпа) тата ытти паллăсемпе маларах пытарса лартнă объектсене тупма çăмăл-ши? Кунта хăвăртлăх та, ăсталăх та, çаврăнăçулăх та кирлĕ. Пирĕн районтан пынă ачасем çак ĕçе питĕ лайăх пурнăçланă. Палăртнă заданисене команда чи малтан вĕçлесе 1-мĕш вырăн йышăннă. Асăрхăр: 54 хĕрарăм (шкул ачисем çеç мар) хушшинче Катя Зверева 1-мĕш, Ольга Андреева — 5-мĕш, Катя Яковлева 7-мĕш вырăнсене йышăннă. Тĕлĕнмелли, хамăр ентешсемпе хăпартланмалли татах та пур. 92 арçын (шкул ачисем çеç мар) хушшинче Артем Фадеев — 2-мĕш, Сергей Перьев — 3-мĕш, Сергей Тумаков — 4-мĕш, Алексей Емельянов 7-мĕш вырăнсене çĕнсе илнине мĕнле ăнлантармалла; Пĕр хурав анчах — тăманлăвыçлисем чăннипех республикăра ăста спортсменсем. Ку конкурсра Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн туристсен команди 1-мĕш вырăн йышăннă.
Кăткăслăхсем нумай пулнă. Апла пулин те ачасем аптраса кайман. Акă, каçхи ориентировани конкурсне çĕрле 11 сехетре тухнă. Тĕттĕм пулин те палăртнă дистанцие шкул ачисем хушшинче 1-мĕш, аслисем хушшинче 2-мĕш вĕçленĕ. Чăнах та мухтанмалли пур.
Юлашки конкурс хăйнеевĕрлĕхпе палăрса тăрать. Капитансен конкурсĕнче Сергей Перьев 5-мĕш вырăна (туризмпа çыхăннă тестсен ыйтăвĕсем çине хуравламалла) тухрĕ. Çавăн пекех кунта туристсен хăйсен çул çÿревĕсем пирки каласа пама, тренировкăсем çинчен пĕлтерме тата ытти ĕçсемпе паллаштарма тивнĕ. Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнче вĕренекенсем хăйсем сăвăланă, кĕвĕленĕ юрăсене юрласа панă. Мĕн тетĕр, каллех 1-мĕш вырăн йышăннă. Сентябрĕн 26—28-мĕшĕсенче шкул ачисен палаткăсенче çĕр каçма тивнĕ. Ире хирĕç 2 градус таран сивĕ пулнă. «Каçа хирĕç пĕçернĕ яшкасем шăнса ларнăччĕ»,— тет Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн директорĕ, туристсен руководителĕ Ю.Н.Емельянов. Апла пулин те, тăманлăвыçлисем ăнăçлă кăтартусем тума пултарнă.
Конкурссенче çĕнтернĕшĕн туристсен слетĕнче 6 медаль пама палăртнă. Вĕсенчен 3-шне Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнче вĕренекенсем çĕнсе илнĕ. Туристсем 18 Дипломпа таврăннă. Пĕтĕмĕшле илсен, команда 2-мĕш вырăн йышăннă. Пысăк çитĕнÿ ку. Малашне те вĕсене ăнăçу сунас килет.
Источник: "Каçал Ен"