08 октября 2008 г.
Октябрĕн 2-мĕшĕнче «Каçал ен» хаçат редакцийĕ тÿрĕ лини йĕркелерĕ. Вулакансен ыйтăвĕсем çине РФ Пенси фончĕн Комсомольски районĕнчи управлени начальникĕн заместителĕ И.Г.Белобаева хуравларĕ. Тен, пĕрремĕш хут пулнипе-и, ыйту паракансем нумаях пулмарĕç. Халĕ вара ыйтусемпе хуравсене пичетлетпĕр.
— Манăн çынсем хăйсен ирĕкĕпе пенсин пухăнса пыракан пайĕ (накопительная часть) валли взнос куçармалли йĕрке пирки пĕлес килет. (К.Х.Яковлев, Тутар Шурут ялĕ).
— Ватлăхра тивĕçлĕ пенси илес тесен çак взноса ĕçлекенсем хăйсен ирĕкĕпе Пенси фондне тÿлесе пыма пултараççĕ. Тÿлев виçине кашни хăй палăртать. Патшалăх çулталăкра çак тÿлев çумне 2 пин тенкĕрен пуçласа 12 пин тенкĕ таран хушса парать.
Теприсем пенси çулне çитсен те документсене пуçтарма та, пенси укçине илме те васкамаççĕ. Вĕсен укçи фондра пухăнса пырать. Кун пеккисене патшалăх кашни тенкĕ пуçне 4 тенкĕ парать, анчах та çулталăкра 48000 тенкĕрен ытла мар.
Пухăнса пыракан пая (накопительная часть) 2013 çултан пуçласа алла илме пулать.
— Эпĕ социаллă пакет илес мар тесе октябрĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырса ĕлкĕреймерĕм. Халь мĕн те пулин тума пулать-и? (К.Николаев).
— Кун йышши заявленисене сентябрĕн 30-мĕшĕнче юлашки кун йышăнтăмăр, управлени çав кун 18 сехетченех ĕçлерĕ. Пирĕн районта çăмăллăх илме тивĕçлĕ 2898 çын пурăнать, вĕсен 84,7 процентĕнчен заявлени килчĕ. Ытларахăшĕ социаллă пакета пĕтĕмĕшле илесшĕн мар, 129 çынна транспорт çинче çÿреме паракан çăмăллăх кирлĕ мар, вĕсем эмелсене çеç илсе тăрĕç. 15 пенсионер вара эмел пайне илме килĕшмен, çав вăхăтрах хула çывăхĕнчи транспортпа çÿремелли ирĕке хăварма ыйтнă.
— Вăй ведомствисенче (оборона, шалти ĕçсен органĕсем, хăрушсăрлăх служби) ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă пенсионерсен пенсин страховани пайне хăçанччен илме ирĕк пур? (В.Павлов).
— Оборонăра, шалти ĕçсен органĕсенче, хăрушсăрлăх службисенче нумай çул ĕçлесе (выслуга лет) пенсие тухнисем мирлĕ ĕçре тăрăшаççĕ пулсан, страховани пайне илме вĕсен кунти стажĕ 5 çултан кая мар кирлĕ. Паянхи куна 3 çын пĕтĕм документне пуçтарса илсе килнĕ, 4 çынна консультаци панă.
— Манăн упăшка 52 çултах çĕре кĕчĕ. Пирĕн унăн страховани пайне илме ирĕк пур-и? (Е.Васильева).
— Асăннă укçана илес тесен çын вилнĕ хыççăн 6 уйăх иртиччен пирĕн пата заявленипе килмелле. Çак вăхăт иртнĕ пулсан та ăна суд урлă татса пама пулать. Вилнĕ çыннăн пĕрремĕш черетри еткерçисем (наследники первой очереди) çак суммăна илееççĕ. Анчах та 1967 çултан маларах çуралнисен накопительнăй текен пайĕ нумаях пухăнаймасть, мĕншĕн тесен çак закон 2002 çултан çеç вăя кĕнĕ.
— Эпĕ çул çитнипе пенсионер, çапах халĕ те ĕçлетĕп. Манăн пенси укçине ÿстерес тесе тепре хăçан шутлаттарма юрать-ши? (Л.Дмитриева).
— «Ĕç пенсийĕсем çинчен» Федераллă законăн 17 статйин 3-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, Сирĕн хăвăрăн пенси виçине çулталăкра пĕрре çĕнĕрен шутлаттарма ирĕк пур. Пенсие тухсан 12 уйăх ĕçленĕ хыççăн е маларах шутлаттарнăранпа çавăн чухлĕ вăхăт иртсен Пенси фондне заявлени памалла. Унпа пĕрле паспорт тата страховани свидетельствине илсе килмелле.
«Каçал ен» хаçат редакцийĕ РФ Пенси фончĕн Комсомольски районĕнчи управленине тата Ирина Германовнăна «Тÿрĕ линие» хутшăнма кăмăл тунăшăн, ыйтусене хуравланăшăн тав тăвать.
Хаçат вулакансенчен тепĕр «Тÿрĕ линие» мĕнле темăпа ирттермелли пирки сĕнÿсем кĕтетпĕр. Çырăр, шăнкăравлăр.
Источник: "Каçал Ен"