08 октября 2008 г.
Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ Кĕçĕн Каçал ялĕнчи Маринсем. Çемье çавăрнăранпах çапла вĕсем. Пурнăçра темĕнле лару-тăру та пулать. Тирĕк-чашăк шăкăртатса илет, йывăрлăхсем те сиксе тухаççĕ. Ăнланаççĕ пĕр-пĕрне мăшăрсем, унччен те çаплах пулнă. Пурнăç тени çапла ĕнтĕ вăл. Халĕ иккĕшех кăштăртатса пурăнаççĕ, кил-çурта тытаççĕ. Павел Григорьевич çу кунĕсенче вĕлле хурчĕсемпе тăрăшать, Зоя Николаевна кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлать, кайăк-кĕшĕк тытать. 3—4 çул каялла ĕне те усранă вĕсем. Анчах та çул иртни сисĕнетех. Вăй-хал та чакать, сывлăх та хăйĕн çинчен аса илтерет. Ачисем те пысăк выльăх тытса асапланма кирлĕ маррине пĕлтерсе ваттисене ÿкĕте кĕртнĕ. Çапах та мăшăрсем хăйсене çирĕп тытаççĕ-ха. Çакна эпĕ вĕсем патĕнче пулса хам куçăмпа куртăм.
Павел Григорьевич çинчен сăмаха пуçарнă май, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарас умĕн вĕлле хурчĕсем çинче чарăнса тăрас килет-ха. Пыл хурчĕсене мĕн çамрăкранах тытать П.Марин. Тытать тени тĕрĕсех те мар пулĕ, вĕсене юратни, ĕçĕсене хаклани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Уяр кунсенче вĕлле хурчĕсем кунĕпе пĕр канмасăр тăрăшаççĕ. Инçетрен чĕптĕм-чĕптĕм нектар пуçтараççĕ. Вĕллесенче килĕшÿлĕх хуçаланать. Пыл хурчĕсем çинче ахальтен чарăнса тăмарăм эпĕ. Павел Григорьевичăн ĕçĕ те çавнашкалах пулнă. Ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн тата фронтра хаяр çапăçусем пынă вăхăт тĕлне лекнĕ. Шăпах ачапчалла хăтланса алхасмалли, выляса-кулмалли самант тĕлне лекнĕ ÿсĕм тапхăрĕнче ларса канма та май пулман. Вăйпитти арçынсем вăрçă хирĕнче. Ялсенче ваттисем, хĕрарăмсем тата çул çитмен ачасем юлнă. Вăрçă пуçланнă çул вăл 13-ре çеç пулнă. Çапах та ялти тантăшĕсемпе пĕрле вăкăр кÿлсе кĕлте турттарнă, авăн çапнă, хирти ытти ĕçсене пурнăçланă. Вăл вăхăтри ĕçсене асăнса та пĕтереймĕн. Ăçта кирлĕ — унта кайнă. Тен, çавăнпах пулĕ П.Марин вĕлле хурчĕсем тытма пуçланă. Ытла та йывăр пулнă-çке вĕсене. Выçăллă-тутăллă пулсан та фронтшăн, çĕнтерÿшĕн ĕçленĕ. Тумтирĕ те путлĕ пулман. Çул çитмен ачасем çапах та аптраман, пĕтĕм чăрмавсене çĕнтерсе пынă. Çĕнтерсе пынă тенĕрен, Çĕнтерÿ уявне епле хаваслăхпа кĕтсе илнĕ вĕсем! Совет салтакĕ (ашшĕсем, пиччĕшĕсем) 16—17 çулхи çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса юлнă.
1945 çулта çамрăксене, çав шутра П.Марина та, малтанхи çар пĕлĕвĕ пама пуçлаççĕ. «Вĕрентÿсем хĕрÿ иртетчĕç. Г.Боровков военрук каччăсенчен çирĕп ыйтатчĕ. Унран шикленеттĕмĕр. Вăл вăхăтра çапла пулмалла та пулнă пулĕ. Вăрçă кĕрленĕ, тăшман пульли никама та хĕрхенмен. Халĕ çав вăхăта аса илетĕп те, военрук тĕрĕсех тунă тесе шутлатăп»,— аса илет Павел Григорьевич. Çара кайиччен вăл «Красный маяк» колхозра тĕрлĕ çĕрте тăрăшать. 1948 çулта салтак тумĕ тăхăнать. Салтак çулĕ ăна Инçет Хĕвелтухăçне илсе çитерет. Унта Тинĕс-Çар флотĕнче пилĕк çул службăра пулать. Паян çамрăксем çара каяссинчен пăрăнаççĕ. Салтак пурнăçне чăтайманни çинчен пĕлтереççĕ. «Дедовщина» тата ытти сăмахсем вăйпитти каччăсене хăратаççĕ. Пирĕн вăхăтра ун пек пулман. «Ваттисем», ытларах службăра тăнисем ĕнтĕ, çамрăксене вăйпа мар, ырă сăмахсемпе, канаш-сĕнÿсемпе пулăшса пынă, йывăр вăхăтра хăйсен аллисене тăсса панă. Апат-çимĕç, тумтир тĕлĕшпе те пире кирлĕ пек ти-вĕçтернĕ,— тет П.Марин. Çартан таврăнсан пĕр вăхăт колхозра бригадир, ферма заведующийĕ пулса ĕçленĕ. 1954 çулта вăл Кÿкеç хĕрĕпе, Зоя Николаевнăпа, çемье чăмăртать. Елчĕк çар ĕç комиссариатĕнче те пĕр вăхăт тăрăшать. Мăшăрĕ, медицина пĕлĕвĕ илнĕскер, аптекăра вăй хурать. Каласа хăварам, Зоя Николаевна 40 çул ытла пĕр улшăнмасăр аптекăра ĕçленĕ.
Çуралса ÿснĕ çĕр, тăван тавралăх хăй патнех туртать. Павел Григорьевич 1955 çулта Кĕçĕн Каçала таврăнать. Пĕлĕвĕ, ăс-тăнĕ, пултарулăхĕ пур çамрăка тÿрех «Красный маяк» хуçалăхăн бригадирне лартаççĕ. Пилĕк çул тăрăшать вăл çакăнта. Ĕçĕ çăмăл пулман. Вăрçă хыççăн çĕршыв хăйĕн суранĕсене сиплесе çитерме çеç пуçланă. Ялта та кăткăслăхсем палăрсах тăнă. Ял хуçалăхне çĕклеме кадрсем çитмен, ĕçлекенсем сахал пулнă. Пирĕн тăрăхра вăрçă кĕрлемен, снарядсем çурăлман, пульăсем вĕçмен пулин те, вăрçă хăйĕн синкерлĕ йĕрне палăрмаллах хăварнă.
Источник: "Каçал Ен"