08 октября 2008 г.
Иртнĕ вырсарни кун, октябрĕн 5-мĕшĕнче район центрне çăмăл атлетикăна кăмăллакансем йышлăн пухăнчĕç. Кунта вăтам тата тĕп шкулсен, организацисемпе предприятисен спортсменĕсем те пур.
Ăмăртăва хутшăнакансене чи малтанах район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Николай Максимов, “Каçал ен” хаçатăн тĕп редакторĕ Любовь Шуряшкина, райадминистрацин спортпа физкультура енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Евгений Тихонов ăшшăн саламларĕç, стартра ăнăçу сунчĕç.
Чылайранпа пыракан йăлапа, спортсменсем районти “Каçал ен” хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн старта тухрĕç. Çак ăмăртусене çуллахи спорт сезонĕ хупăннине халалланă.
Тупăшăва чи малтан тĕп шкулсенче пĕлÿ пухакан арçын ачасем тухрĕç. Вĕсем район центрĕнчи парк тавра чупса килсе эстафета патаккине командăри хĕрсене пачĕç. Пуçланчĕ вара хĕрÿ тупăшу. Ку ушкăнра Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕн вĕренекенĕсене çитекенни пулмарĕ. Вĕсем чи малтан финиша çитрĕç. Иккĕмĕш вырăн — Александровка тĕп шкулĕн командин. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем — виççĕмĕш вырăнта.
Вăтам шкулсен йышĕнче 14 команда ăмăртрĕ. Командăсем йышлă пулнăран вĕсене 2 тапхăрпа чуптарма килĕшрĕç. Кунта вара тупăшу чăнах та хĕрÿ пулчĕ. Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн çăмăл атлечĕсем чи маттуррисем пулни палăрчĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем — иккĕмĕш, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди — виççĕмĕш вырăнта.
Шел пулин те, çулсерен организацисемпе предприятисен командисем сахаллансах пыраççĕ. Кăçал Тукай тата Шурут ял поселенийĕсен спортсменĕсем çеç старта тухрĕç. Кунта тукайсем финиша чи малтан çитрĕç.
Пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ командăсене район хаçачĕн редакцийĕ Хисеп грамотисемпе, куçса çÿрекен кубоксемпе чысларĕ. Кунсăр пуçне вĕсем 2009 çулхи пĕрремĕш çур çулта “Каçал ене” тÿлевсĕр илсе тăрĕç.
Чи хăвăрт чупакан спортсмена Сергей Тумакова (Тăманлă Выçли вăтам шкулĕ) суд приставĕсен районти уйрăмĕн начальникĕ Марина Илларионова ятарлă парнепе чысларĕ. Спорт ветеранĕ Вениамин Белков тренер та чи çамрăк спортсмен- сене парнесемпе хавхалантарчĕ.
Çамрăксене ăнăçу, çĕнтерÿ патне ăнтăлма сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"