08 октября 2008 г.
Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче районта 24 авари регистрациленĕ, пĕлтĕр çак вăхăтра 27 инкек пулнă. Çул çинчи инкекре 4 çын пурнăçĕ татăлнă, 26-шĕ аманнă. 2007 çулта та 8 çын пурнăçран уйрăлнă, 24-шĕ сусăрланнă. Аварисем ытларах федераллă трасса çинче пулнă. Водительсем пысăк хăвăртлăхпа пыни, çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсни — инкексен сăлтавĕ. Унпа пĕрлех çуран çÿрекенсем те çул çинче асăрханусăр.
ГИБДД ĕçченĕсем çул-йĕр правилисене пăснă 3818 тĕслĕх регистрациленĕ.160 водитель руль умне ÿсĕр ларнă. Саккун çирĕп ыйтать пулсан та водительсем темшĕн яваплăха туйса çÿресшĕн мар. Эрех-сăра ĕçнине пăхмасăрах руль умне лараççĕ. Инкек куçа курăнса килмест-çке.
Источник: "Каçал Ен"