04 октября 2008 г.
Октябрь уйăхне кĕтĕмĕр. Кĕçех сивĕ кунсем те çитĕç. Предприятисенче, организацисенче тата учрежденисенче хĕле мĕнле хатĕрленнĕ-ши? Кун пирки районти «Водоканал» ОАО генеральнăй директорĕпе С.Н.Макаровпа курса калаçрăмăр.
— Пĕтĕмĕшле илсен, предприятисем, организацисем, учрежденисем хĕле хатĕр тесен те тĕрĕс пулĕ. Эпир чылай малтан ĕçлеме пуçларăмăр. Пур çĕрте те пулса газ оборудованийĕсене пăхса янă, кăлтăксем пулсан юсанă. Нумай хваттерлĕ çуртсенче çынсем уйрăм газ оборудованийĕ вырнаçтарнă. Пирĕн çинче тăракан пĕтĕмĕшле 6 котельнăй ăшă пама хатĕр,— каласа пачĕ Сергей Николаевич.
«Водоканал» ОАО кăçал чылай ĕç тунă. Советская урамра ăшă паракан пăрăхсене (50 метр) çĕр айĕнчен кăларса çÿлтен памалла тунă. Çак ĕçех район администрацийĕн территорийĕнче те пурнăçланă. Кунтах котельнăйра юсав ĕçĕсем ирттернĕ. «Водоканал» ОАОра газпа ĕçлекен котельнăйсен операторĕсене аттестациленĕ. К.Антонов микрорайонĕнче шыв пăрăхĕсене улăштарнă. Çак ĕçсене А.И.Александров йĕркелесе пынă. Тĕпрен илсен, юсав ĕçĕсемпе АВР слесарĕ Константин Калашников, Вениамин Еремеев газоэлектросварщик, КИП слесарĕ Валерий Шумилкин, Сергей Иванов электрик тăрăшнă. Вĕсемпе тĕп инженер Александр Иванович кăмăллă. «Шанса панă ĕçе пахалăхлă пурнăçлаççĕ»,— тет вăл.
Район çыннисене, предприятисенче, организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсене, апла пулсан, сивĕ хĕл хăратмĕ.
Источник: "Каçал Ен"