04 октября 2008 г.
Хăйĕн ĕмĕрне вĕрентÿ ĕçĕнче ирттернĕ çынсем сахал мар. Вĕсем çĕр-çĕр ачана тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсенчен пĕри — Çĕнĕ Каçалта пурăнакан Елизавета Константиновна Сорокина.
Вăл Асанкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкренех учитель пулма ĕмĕтленнĕскер, ялти шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хĕр Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Ăна 1954 çулта ăнăçлă пĕтернĕ. Кун хыççăн вăл Çĕрпÿри культура училищинче библиотекарьсен кĕске курсĕнче пĕлÿ илнĕ. 4 çул Асанкассинчи ял библиотекинче тăрăшнă. Вăл вăхăтра ку система аталанса çеç пынă-ха. Çавăнпа ĕçлемелли нумай пулнă. Çав вăхăтрах ялти вăтам шкулта ачасене музыка пĕлĕвĕ те панă.
Кĕçех ăна Çĕнĕ Каçал ялне пуçламăш классене пĕлÿ паракан шкула вĕрентме яраççĕ. (Вăл вăхăтра шкул çурчĕ унта вырнаçнă пулнă).
— Шкула 3 ялтан вĕренме çÿретчĕç. Çĕнĕ Каçал, Васильевка, Дубовка ялĕсенчен 20 ача ытла пуçтарăнатчĕ. Икĕ класа вĕрентеттĕмĕр. Малтан Н.Н.Белобаевпа, кайран Е.И.Добросмысловăпа ĕçлерĕмĕр. Тепĕр чухне 40 ачана пĕлÿ пани те пулнă, — аса илет Елизавета Константиновна.
Кĕçĕн классене вĕрентме çăмăл мар. Пуçласа шкул партти хушшине ларакансене вĕрентÿ системине кĕртсе ярас тесе чылай тăрăшма тивнĕ. Пĕрер саспаллирен вулама вĕрентнĕ, сыпăкран çырма хăнăхтарнă, цифрăсемпе паллаштарса хушас-кăларассине алла илме пулăшнă. Вăл ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине район, республика вĕрентÿ органĕсен Хисеп грамотисем те çирĕплетеççĕ. Ăна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе те наградăланă.
— Агитбригадăпа нумай тухса çÿреттĕмĕр. Комсомольски ял Советне кĕрекен пур ялсене темиçешер хут та çитнĕ,— каллех аса илÿ авăрне чăмать Е.Сорокина.
Вăл вĕрентнĕ ачасем çитĕнсе çитсен тĕрлĕ професси суйласа илнĕ. Учительсем те пур вĕсен хушшинче. Елизавета Константиновна пурне те аса илеймерĕ. Ăçтан пуçра тытса пĕтерĕн. С.И.Алексеева, О.В. Павлова...
Мăшăрĕпе, Василий Ефимовичпа, 2 ывăл пăхса çитĕнтернĕ, аслă пĕлÿ панă. Вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлесе пурăнаççĕ.
41 çул ачасене пĕлÿ панă Елизавета Константиновна. Вăл вĕрентнĕ ачасем тĕрлĕ отрасльсенче вăй хураççĕ. Темĕнле профессиллĕ çынсем те пур вĕсем хушшинче. Пурте Е.Сорокинана тав тăваççĕ. Унсăрăн мĕнле-ха? Шăпах вăл вĕсене шкул пурнăçне илсе кĕнĕ-çке.
Источник: "Каçал Ен"