АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧЫЛАЙ ЫЙТУ ПĂХСА ТУХНĂ

04 октября 2008 г.

 

Нумаях пулмасть патшалăх статистика службин Чăваш Республикинчи территори органĕнче Чăвашстатăн Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравне ирттерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ пухăннă, патшалăх пĕлтерĕшлĕ мероприятипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Федерацин 2002 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнчи «Пĕтĕм халăх çыравĕ çинчен» 8-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн тата РФ Правительствин 2006 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕнчи 7-р-мĕш, Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 53-р-мĕш хушăвĕсене пурнăçласа Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравне хатĕрлес енĕпе республикăра малалла ĕçлеççĕ. Кăçал пурнăçламалли тĕп задачăсене палăртнă ĕнтĕ: халăх пурăнакан вырăнти адрес хуçалăхне йĕркелесе çитермелле — урамсен ячĕсен аншлагĕсене, çуртсен, подъездсен, хваттерсен номерĕсене çырса çапнине, киввисене çĕнетнине, вĕсем пурри-çуккине тĕрĕслемелле; шалти ĕçсен органĕсен тата миграци службин ĕçченĕсен граждансем хăйсем шутра тăнă тата пурăннă вырăнсенче регистрацие тăмалли тата унран тухмалли йĕркене пăхăннине тишкермелле; администраципе территори тата муниципалитетпа территори йĕркелĕвĕсен переченĕпе чиккисене уçăмлатмалла; картографи материалĕ хатĕрлемелле; информаципе ăнлантару ĕçне туса пымалла.

Чăвашстат ертÿçи Ю.Марков палăртнă тĕллевсем еплерех пурнăçланса пыни пирки тĕплĕн каласа панă, çитменлĕхсем çинче чарăнса тăнă.

Паянхи кун тĕлне мĕн пур район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем çырав ирттерес енĕ-пе тивĕçлĕ йышăнусем тунă, комиссисем йĕркеленĕ, вĕсен тытăмне палăртнă, комисси членĕсен тивĕçĕсене пайăрланă, 2008 çулхи ĕç планне çирĕплетнĕ, комисси ларăвĕсене 2-шер хут пухнă, Çĕмĕрле хулинче, Красноармейски, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче ку кăтарту виççе те çитнĕ. Пысăк мероприятие кĕтсе илес ĕçре, паллах, республикăри патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăхăн çыравшăн яваплă органĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаçĕн Чăваш Республикинчи органсемпе, предприяти-организаципе пĕр çыхăнура пулни пĕлтерĕшлĕ.

Юрий Клементьевич палăртнă тăрăх, адрес хуçалăхне йĕркене кĕртессине пур çĕрте тивĕçлипе хаклаççĕ. Район-хулара вĕсене уйăрса илмелли ориентирсене — аншлагсене, номер паллисене тĕплĕн инвентаризациленĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикăри мĕн пур çуртăн 80 процентне тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 12 процентĕнче тĕрлĕ çитменлĕх тупнă: 2653 çуртăн номер палли пулман, 1085-шĕн вĕсем тутăхса ларнă, кивелнĕ е сăрăпа витĕннĕ, 487-шĕ çине аншлаг вырнаçтарман, пуррисен те, 227-шĕн, тĕссĕрленнĕ. Шел те, тĕрĕсленĕ çуртсенче тупса палăртнă кăлтăксене хальлĕхе 389-шĕнче кăна пĕтернĕ.

Ялсенчи лару-тăру та питех уйрăлса тăмасть. Унта мĕн пур çуртăн 87 процентне тĕпченĕ, çавсен 18,4 процентĕнче çÿлерех асăннă çитменлĕхсемех асăрханă.

Хула-поселокра, Çĕнĕ Шупашкарпа Лапсарсăр пуçне, адрес реквизичĕсене çĕнетес енĕпе ытларах тăрăшмалла. Тĕрĕсленĕ 1555 ялтан 898-шĕнче ку енĕпе конкретлă ĕçсем туса ирттермелле. Картографи материалĕ тума палăртнă ялсем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Çырав валли 500 çынлă тата ытларах йышлă 278 ял тăрăхĕн схема-планĕсене хатĕрлеме йышăннă. Çавсен 260-шĕн адрес хуçалăхне хакланă хыççăн 167-шĕнче реквизитсене йĕркене кĕртме хушнă.

Яваплă мероприятисенчен тепри — граждансем регистрацие тăмалли тата унран тухмалли йĕркене пăхăннине тĕрĕслени. Раççей миграци службин управленийĕн Чăваш Республикинчи подразделенийĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, кăçалхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри халăхăн 29 процентне тишкернĕ. Хулара тупса палăртнă çитменлĕхсен шутĕнче: 377 çын регистрацисĕр пурăннă, 14 çула çитмен 791 ачана регистраци тата хваттер карточкине кĕртмен, 1920 çын регистраци шутĕнчен тухмасăрах урăх вырăна куçнă; ялта пурăнакансенчен 559-шне хуçалăх кĕнекинче тата списокра паллă туман, 552-шне шутран кăларман, 486-шĕнне вăхăтлăх тухса кайнине кăтартман.

Чăваш Республикин 2004 çулхи чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин муниципалитет йĕркелĕвĕсен чиккисене çирĕплетесси тата вĕсене хула, ял тăрăхĕн, муниципалитет районĕн, хула округĕн статусне парасси çинчен» 37-мĕш саккунĕ тăрăх муниципалитетăн тĕрлĕ шайри йĕркелĕвĕсен чиккисене палăртнă. 2008—2009 çулсенче хуласемпе ялсене схема планĕсемпе тата районсене схема карттисемпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлеççĕ.

Раççей халăхĕн черетлĕ çыравĕ 2010 çулхи юпа уйăхĕнче пулмалла. Ăна тĕплĕн хатĕрленсе ирттерес тесе маларах, кăçалхи юпа уйăхĕнче, Санкт-Петербург, Хабаровск, Балашиха тăрăхĕсенче сăнавлă çырав йĕркелеççĕ. Унта Росстатăн специалисчĕсем пухăнаççĕ.

2010 çулхи çыравра ыйтăм тата харпăр хăй палăртăвĕн мелĕпе усă курĕç. Пĕрремĕшĕ ансат ĕнтĕ: çыравçă хăй ыйтса пĕлет. Иккĕмĕшĕ икĕ тĕрлĕ: çырав бланкĕсене почтăпа ярса панă хыççăн гражданинăн хуравламалла та çав меслетпех тавăрса памалла; çыравçă киле парса хăварнă ĕçлĕ хута хăй тĕллĕн тултармалла та вăл пырса илессе кĕтмелле. Хăш мелĕ эффективлăрах пулассине сăнавлă çырав уçăмлатса парĕ.

Çыравçăна ятарлă тумран уйăрса илĕпĕр, çумĕнче унăн пысăк сумка пулĕ, пуçĕнче — бейсболка, мăйĕнче — шарф. Ăна шăхличĕпе, хунарпа тивĕçтерме йышăннă.

Сăнавлă çырава Чăвашстатăн пай пуçлăхĕ Екатерина Петрова хутшăнать, унăн методологине вăл Санкт-Петербург хулинче алла илет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика