04 октября 2008 г.
Саккуна пăхăнса пурăнмасан явап тытма тиветех. Çавна май кашнийĕнех йĕркене пăсмасăр пурăнмалла.
Акă, сентябрĕн 26-мĕшĕнче Федераллă налук службин ЧР районсем хушшинчи 2 номерлĕ налук инспекцийĕ, суд приставĕсен районти уйрăмĕ, “Каçал ен” хаçат редакцийĕ транспортшăн налук тÿлеменнисене “тăрă шыв” çине кăларас тĕлĕшпе пĕрлехи ятарлă рейд йĕркелерĕç. Саккунпа килĕшÿллĕн налуксене вăхăтра тÿлемелле. Анчах та çакна пурте ăша хывмаççĕ çав. Пурнăçламалли ĕçе вăраха тăсаççĕ. Палăртнă кунччен укçа-тенкĕ тÿлемесен, ĕçе суд пăхса тухать. Ун хыççăн ăна суд приставĕсен службине ярса параççĕ. Кун пек лару-тăрура укçа-тенкине ытларах та тăкаклама тивет. Апла пулин те парăма юлашки кунччен тÿлемесĕр пурăнакансем те пур.
ЧР суд приставĕсен районти уйрăмĕн начальникĕ М.А.Илларионова, районсем хушшинчи налук инспекцийĕн специалисчĕ Э.Г.Сахорова, суд приставĕ-исполнитель В.Носов налук тÿлемен çынсем патĕнче пулчĕç. Парăма вăхăтра тÿлемелли çинчен çине-çине асăрхаттарчĕç. Парăмçăсен ыйтăвĕсем çине те хуравларĕç, саккун çирĕп ыйтнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Хăшĕ-пĕри вара каланине хăлхана та чикмест, укçа-тенкĕ çук теме те пăхать. Рейда тухнисем кунтан тĕлĕнмеççĕ тесен те тĕрĕс пулĕ. “ Пĕрлехи рейдсене час-часах çÿретпĕр. Унсăрăн май та çук. Кашниех хăйĕн ирĕкĕпе килсе тÿлемест. Производствăлла ĕçсене пăхса тухса, укçа-тенке бюджета хыватпăр”,— тет М.Илларионова. Пĕрлехи рейд йĕркеленĕ май 12 вырăна çитсе 11 производствăлла ĕçе пăхса тухнă, 7856 тенкĕ ытла укçа шыраса илнĕ, бюджета хывнă.
Кун пек пĕрлехи рейдсем малашне те ирттерме палăртаççĕ. Çавăнпа та кашниех саккуна пăхăнса пурăнасса, парăмсене вăхăтра тÿлесе пырасса шанас килет.
Источник: "Каçал Ен"