04 октября 2008 г.
Районти ялсенче урамсене тирпей-илем кĕртес енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ. Комсомольскинчи Калинин ячĕллĕ тăкăрлăкра тата 2-ая Заводская урамăн пĕр вĕçĕнче пурăнакансем те ку ĕçрен айккинче тăрса юлас темен. Кашни килтен 3500-шер тенкĕ пуçтарса прицеплă 8 КамАЗпа Шăмалак чулĕ илсе килнĕ. Ăна урамри çул çине тăкнă. Вак чула сапаласа сарнă çĕрте В.Воронов, В.Акчурин, В.Кокорев, Г.Крылова, Д.Иванов, В.Кокшин, Г.Зайцев тăрăшса вăй хунă. Ĕçе В.Павлов пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Пĕр урамра пурăнакансем хăйсен укçипех тротуар та сарнă. Такăр çул пулсан кĕрсе тухма та меллĕ, урамра та тирпейлĕ.
Источник: "Каçал Ен"