04 октября 2008 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче уй-хир ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Пуçтарса кĕртмен тырпул юлман. Çĕрулми кăларасси те вĕçленсе пырать. Октябрĕн-3-мĕшĕ тĕлне 5 хуçалăхра çеç «иккĕмĕш çăкăр» хирте выртать. Унăн лаптăкĕ те пысăк мар.
Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем кĕр тыррисем акассине вĕçленĕ. Çитес çулхи тухăç валли ăна 4080 гектар çине акса хăварнă. Чи пысăк лаптăк — Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче (420 гектар).
Пахчаçимĕçе те пухса кĕртеççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр кăлараççĕ. Ку ĕçре те уяр çанталăкпа туллин усă кураççĕ. «Восток» тата «Дружба» хуçалăхсенче купăста çитĕнтернĕ, ăна касман-ха.
Çĕртме тăвас ĕç те малалла пырать. Ку ĕçе хăвăртлатмалла. Çавăн пекех çитес çул акма пахалăхлă вăрлăх хатĕрлес енĕпе те тимлемелле. Хирсенче ĕçсем кал-кал пыраççĕ.
Источник: "Каçал Ен"