01 октября 2008 г.
Ваттисен уявĕ çитрĕ. Пурнăçра ваттисем мĕн кăна курман-ши? Вĕсем йывăрлăхсене çĕнтерсе малашнехи пурнăçа тата лайăхрах тăвассишĕн кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ. Вăрçа хутшăннисем çĕнтерÿшĕн мĕн чуль юн юхтарман-ши? Нумайăшĕ вăрçă хирĕсенче выртса юлчĕ. Киле таврăннисем каллех йывăр ĕçе кÿлĕннĕ. Вăл вăхăтра хĕр-арăмсемпе ачасем фронта мĕн кирлине пурне те панă. Халĕ вĕсем пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕç...
Çĕнĕ Мăрат тата Вутлан ялĕсенче вăрçă участникĕсем: Н.И.Павлов, Г.П.Шуряшкин, В.П.Зверев анчах пурăнаççĕ, вĕсем те больницăсенче час-часах сипленеççĕ. Кунĕн-çĕрĕн хăйсен сывлăхĕсене шеллемесĕр тылра ĕçленисем те нумайăшĕ пирĕнпе пĕрле çук. Ваттисен совечĕ пирĕн ялта: «Заря» СХПК, вăтам шкул, «Çĕнĕ Мăратри йывăçран япаласем тăвакан комбинат», лесничество (пулнăскер), Çĕнĕ Мăратри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ, аптека, почта, перекет касси, клуб, библиотека, музей, ветеринари пункчĕ вырнаçнă тата Вутлан ялĕсенчен тăраççĕ.
Ваттисен çуртĕнче хальхи вăхăтра 9 çын пурăнать, вĕсене вăхăтра апат çитереççĕ, мунча хутса параççĕ, пур енчен те кăмăллă калаçаççĕ, лайăх пăхаççĕ.
Паянхи куна ветерансен совечĕ мĕн пурĕ 200 ытла çынна пĕрлештерсе тăрать. Кашни урамран пултаруллă çынсене кунта ĕçлеме суйласа хăварнă: П.Иванов, Н.Андриянов, П.Киргизов, В.Макаров, А.Макаров, В.Басников, В.Кочедыков, Д.Поденков (Вутлан ялĕнчен). Пурнăçра тĕрлĕрен ыйтусем сиксе тухма пултараççĕ, вырăнти влаçсемпе килĕштерсе ĕçлесен вĕсене те татса пама пулать. Хальхи вăхăтра ялсенче электричество, газ пурри, района тухма асфальт çулсем туни ваттисен пурнăçне нумай çăмăллатрĕ, куншăн вĕсем кăмăллă.
Ветерансем ялти урамсене тасатма, йывăçсем лартма, кĕперсене юсама, масара тирпейлеме, картасене юсама, сăрлама хутшăнаççĕ.
Кăçал Çĕнĕ Мăрат ялĕ 350 çул тултарнине паллă турĕ. Юбилее ирттерме ятарласа комисси туса хучĕç. Комисси питĕ нумай ĕç турĕ. Тирпейлĕ урамсене, хуçалăхсене грамотăсемпе укçан премисем парса чысларĕç.
Кашни урамрах чăвашсен авалхи вăййине мĕнле тухнине çамрăксене кăтартса пачĕç.
Юбилее хутшăннисем питĕ кăмăллă юлчĕç. Ку ĕçе ветерансем, культура ĕçченĕсем, вырăнти депутатсем ертсе пычĕç, нумай вăй хучĕç.
Источник: "Каçал Ен"