01 октября 2008 г.
Пурнăç вăл пурнăçах, ун çулĕ çинче тумхах нумай. Вăхăчĕпе ватлăх та çитет. Вăл та пуриншĕн пĕр пек килмест. Пĕрисем тивĕçлĕ канăва тухсан чăннипех канаççĕ: санаторисене, кану çурчĕсене каяççĕ, тĕрлĕ экскурсисенче пулаççĕ, вăрмана, пулла çÿрекенсем те сахал мар, физкультурăпа спорт енĕпе ытларах тимлеççĕ, фольклор ушкăнĕсене хутшăнаççĕ, мăнуксене ÿстерме пулăшаççĕ, вĕсемпе савăнаççĕ...
Теприсен шăпи пачах урăхла: вĕсем тĕрлĕ сăлтавпа пĕччен тăрса юлаççĕ е çывăх тăвансемшĕн ытлашши пулса тăраççĕ. Патшалăх, общество йывăр шăпаллисене хăйĕн хÿттине илет, ватлăх кунĕсене тертсĕр пурăнса ирттерме майсем туса парать.
Ватăсемпе инвалидсене вăхăтлăх пăхса тăма ваттисен çурчĕсем уçнă. Пирĕн районта Çĕнĕ Мăратри ваттисен çуртне уçни чылай пулать. Ун хыççăн Хирти Мăнтăрта та çакăн пек çурт ĕçе пуçăнчĕ, пилĕк çул каялла Шурутра ватăсемшĕн иккĕмĕш кил ĕçлеме пуçларĕ.
Çак çуртсенче вăрçă вăхăтĕнче вăй хунă тыл ветеранĕсем те, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнисем те пур. Çĕнĕ Мăратри çуртра халĕ 9 хĕрарăм, Хирти Мăнтăрта виçĕ арçынпа ултă хĕрарăм, Шурутра икĕ арçынпа виçĕ хĕрарăм пурăнаççĕ. Тĕрлĕ ялсенчен нушапа килнĕ çынсен шухăш-кăмăлĕ те, хăйсене тыткаласси те пĕр мар. Çак çуртсенче ĕçлекенсем тата вĕсен заведующийĕсем ваттисене пĕр çемье пек килĕштерсе пурăнма хăнăхтарас тесе нумай вăй хураççĕ. Майĕпен пĕр чĕлхе тупаççĕ ватăсем.
Пур çĕрте те пурăнма, канма тивĕçлĕ условисем туса панă. Кашни кун виçĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Апат пахалăхĕ пирки кÿренекен çук. Хăйсем валли апат-çимĕç хатĕрлеме ватăсем пухура килĕшсе татăлнă чухлĕ пенси укçине уйăрса параççĕ.
Кашни эрнерех кунта пурăнакансене мунча кĕртеççĕ, вырăн таврашне, кĕпе-йĕмне тасипе улăштарса параççĕ. Вăхăта усăллă ирттерме кашни çуртрах ватăсем телевизор пăхма, радио итлеме, хаçат вулама пултараççĕ.
Сывлăхĕсене диспансеризаци йĕркипе кашни çулах тĕрĕслеççĕ. Кунсăр пуçне ватăсен çуртне медработниксем те пырса çÿреççĕ, кирлĕ пулăшу параççĕ.
Уявсене пурне те паллă тăваççĕ кунта. Кунсăр пуçне кашнин çуралнă кунĕсенче тутлăрах апат-çимĕç хатĕрлесе паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Шкул ачисем концертсемпе савăнтараççĕ.
Ватăсем хушшинче алă ĕçĕпе кăсăкланакансем те пур: чăлха-нуски çыхаççĕ т.ыт. те. Хушăран хăйсем хатĕрленĕ япаласен куравне те йĕркелеççĕ.
Чечексемпе интересленеççĕ. Çуртсен çывăхĕнче вĕсене лартса ÿстереççĕ. Ку ĕçре пулăшакансем те пур.
Ватăсем чирлес-тăвас пулсан е ĕçпе пенси фондне, социаллă хÿтлĕх пайне, е чиркĕве кайма çурт заведующийĕсем транспортпа тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
Ветерансен йывăр шăпине çăмăллатас тесе нумай вăй хураççĕ. Çĕнĕ Мăратри çурт заведующийĕ пулса В.К.Уткина (1996 çултанпа), Хирти Мăнтăрта В.В.Медведева (2000 çултанпа), Шурутри çуртăн заведующийĕ Г.С.Скворцова (2003 çултанпа) ĕçлеççĕ. Кунта пурăнакан ватăсене май килнĕ таран ла-йăхрах пăхма тăрăшаççĕ. Ватăсене социаллă пулăшу парассипе ĕçлекен центр директорĕ Т.Г.Смирнова ваттисен çурчĕсен ĕçĕпе куллен интересленсе тăрать, кирлĕ пулăшу парать. Нумай пулмасть центр тăрăшнипе велотренажер илсе килнĕ, ăна Шурутри ваттисен çуртне панă.
Пĕтĕмлетсе каласан, вăхăтлăха тесе пурăнма килнĕ ватăсем вĕсене пăхакансен тата заведующисен ĕçĕпе кăмăллă. Ватăсем çак çурта иккĕмĕш кил пек шутласа хаклаççĕ.
Маларах М.М.Мударисов предприниматель Çĕнĕ Мăратри ваттисен çуртне çăнăх-кĕрпе тата ытти çимĕçсем парса тăнăччĕ. Колхозсем ял хуçалăх продукчĕсем чылай уйăрса панăччĕ. Халĕ спонсорла пулăшу паракансем çукпа пĕрех. Предпринимательсем ыйтмасăрах пулăшу парсан, апат-çимĕç тутлăхне-пахалăхне татах ÿстерме пулĕччĕ. Йывăр шăпаллă çынсене пулăшни — сăваплă ĕç.
Источник: "Каçал Ен"