АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂЙ-ХĂВАТ ТАПСАХ ТĂРАТЬ

01 октября 2008 г.

 

Комсомольскинче пурăнакан Василий Михайлович Константинов хаçат редакцине тăтăшах кĕрсе çÿрет. Вăл район хаçатне альтернативлă майпа, редакци çуртне кĕрсе илмелле çырăннă. Пичет изданийĕ килессе тепĕр чухне кĕтсе ларма та ÿркенмест вăл. Калаçу ăнсăртран пуçланчĕ. «Автомашинăсене халĕ хăвăрт çÿретеççĕ. Çул çинчен пăрăнса ĕлкĕрсен ĕлкĕретĕн, инкеке лекесси те инçе мар»,— тет вăл. Хăй водительте 48 çул тăрăшнă. Хăвăртлăха та ÿстермен, çул-йĕр правилисене те пăсман. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна «Аварисĕр ĕçленĕшĕн» паллă парса чысланă. Ăна тивĕçнисем вара районта та, республикăра та сахал.

Василий Михайлович Хирти Явăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мĕн ачаранах колхозра тăрăшнă. Ялти çамрăксенчен нимпех те уйрăлса тăман. Вăл вăхăтра çапла пулнă ĕнтĕ. Никам та ĕçсĕр ларман. Мĕн пултарнă таран колхоза пулăшма тăрăшнă.

Çамрăк Ваççана вара техника ытларах интереслентернĕ. Çавăнпа вăл Комсомольскинчи ДОСААФ çумĕнчи автошкула вĕренме кайнă. Водитель правине илсенех Совет Çарĕн ретне тăма черет çитнĕ. Салтак çулĕ ăна Хĕвелтухăçĕнчи пĕр чаçе илсе çитернĕ. МИГ-17 самолетсемпе вĕçекен летчиксене автомобильпе турттарнă. Çак яваплăха 1-мĕш категорие тивĕçнĕ водительсене çеç шаннă. 3 çул службăра пулнă вăл.

Çартан таврăнсан Комсомольскинчи «Сельхозтехника» предприятине ĕçе вырнаçнă. Çартан панă характеристикăна директор вуласа пăхнă та, ăна ГАЗ-51 автомашина шанса панă. Унпа чылай ĕç тума тивнĕ. Ытларах строительство матери-алĕсем турттарма Шупашкар, Çĕрпÿ хулисене çул тытмалла пулнă. Хăйне шанса панă автомашина рульне çирĕп тытнă вăл, хушнă ĕçе вăхăтра тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă.

Ĕçленĕ вăхăтрах, 1968—1970 çулсенче, Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе техник-механик профессине алла илнĕ.

Комсомольскинчи, Канашри ДОСААФăн уйрăмĕсенче те ĕçлеме тÿр килнĕ унăн. Унта вăл пуçласа автомашина çине ларакансене руль тытма, çулпа çÿреме хăнăхтарнă. Инструкторăн яваплăхĕ пысăк пулнă. Çавăнпа та паянхи кун та унăн вĕренекенĕсем Василий Михайлович пирки ыррине çеç асăнаççĕ. «Кирек ăçта тĕл пулсан та лартса каяççĕ»,— кăмăллăн калаçать вăл.

В.Константинов 16 çул Канашри автобазăра тăрăшать. Кăнтăр районĕсенчи райпо лавккисем валли мĕн чухлĕ тавар турттарман-ши вăл. Чи пахи — унăн автомашини юсавлă пулни. «Пăхатăп та хальхи водительсене, вĕсен руль умĕнче ларса çеç пултăр. Техника юсавлă-и, юсавсăр-и, çула тухаççĕ. Эпир кашни пушă вăхăтрах тĕрĕслесе, пăхса тăнă, пĕчĕк кăлтăксем пулсанах вĕсене хăвăртрах (çав вăхăтрах) тĕплĕн пĕтерме тăрăшнă»,— аса илет В.Константинов.

1981 çулта Комсомольски вăтам шкулĕнче (халĕ 1-мĕш номерлĕ вăтам шкул) ĕçлеме пуçлать. Кунта миçе ачана автомашинăн, тракторăн ĕçлевĕ мĕнле пулнине вĕрентмен-ши вăл; Вĕсене техникăна ăнланма пулăшнă. Унăн вĕренекенĕсем хушшинче халĕ паллă механизаторсем, ăста водительсем те пур.

Техникăпа çеç туслă пулман В.Константинов. Спортпа та интересленнĕ. Шашка-шахмат вăййине юратнă, паянхи кун та унран уйрăлмасть. Пушă вăхăт тупăнсанах шашка е шахмат хăми умне ларать. Унран выляса илекенсем сайра пулаççĕ.

Мăшăрĕпе, Зинаида Александровнăпа, 4 ача пăхса ÿстернĕ. Вĕсенчен пĕри, Сергей, ашшĕ пекех, водитель профессине суйласа илнĕ. Вăл халĕ район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн водителĕнче тăрăшать.

74 çула çитнĕ пулин те Василий Михайлович çирĕп çÿрет-ха. Техника çинчен питех сăмах хускатасшăн мар. «Шашка-шахмат хăми умĕнче çамрăксемпе тупăшма пултаратăпах»,— тет çирĕппĕн вăл. Малашне те çапла пултăр, сирте вăй-хал тапса тăтăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика