01 октября 2008 г.
СУЯ КĂТАРТУСЕМ АН ПАРĂР
Районти шалти ĕçсен пайĕнче, прокуратурăра ĕçлекенсем тăтăшах район хаçачĕ урлă следстви вăхăтĕнче, судра свидетельсем суя кăтартусем панăшăн яваплăха туймалли çинчен пĕлтерсех тăраççĕ. Курманнине курнă, курнине курман тесе çирĕплетекенсене, чăн пулнине пытаракансене саккун тăрăх айăплаççĕ. Е.А.Салаутинапа та çаплах пулса тухрĕ. Вăл хăйсем пурăнакан çуртăн çенĕкĕнче П., К., Д., П.-на хĕненине курман, пĕлместĕп тесе следствие туннă. Чăннипе вара ун пек преступлени пулса иртнине пĕлнĕ. Следстви вăхăтĕнче пĕр тĕрлĕ каланă, судра вара — урăхла. Суя кăтартусем панăшăн айăпласси çинчен малтанах асăрхаттарнă пулин те, Салаутина çак утăма тунă. Çавăншăн унăн 6 уйăх ĕçлесе юсанмалла, ĕç укçин 10 процентне патшалăха памалла пулать.
Тепĕр хут асăрхаттаратпăр. Следстви, суд пынă вăхăтра суя кăтартусем ан парăр. Çакăншăн хăвăр та айăплисен шутне лекетĕр.
Источник: "Каçал Ен"