АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПРАВО ПĔЛĔВĔСЕН КУНĔ ИРТНĔ

01 октября 2008 г.

 

Сентябрĕн 26-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра «Закона пĕл тата ăна пурнăçла» («Знать закон — следовать закону» ятлă право пĕлĕвĕсен кунĕ (день правовых знаний) иртрĕ. Çак мероприятие Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи 9-мĕш «а» тата 9-мĕш «б» классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Чи малтанах вĕренекенсем умĕнче районти çул çитменнисемпе ĕçлекен Р.Н.Жукова инспектор калаçу ирттерчĕ.

Районти ĕç тăвакан уголовлă инспекци кашнинех тĕрĕс çул çине тăма пулăшас енĕпе ĕçлени пирки каласа пачĕ.

Кĕçех ачасем право йĕркисене мĕнле пĕлни пирки турнир пуçланчĕ. Кунта ачасем икĕ командăна уйрăлчĕç. Вĕсем тĕрлĕ ыйтусем çине хурав пачĕç. Командăсенчи ачасем хăйсем право ыйтăвĕсене е йĕркисене аван пĕлнине кăтартрĕç. 9-мĕш «б» класра вĕренекенсен хуравĕсем вара татах та туллирех пулни палăрчĕ. Вĕсен балĕсем чи нумаййисем пулчĕç. Тĕп библиотека ĕçченĕсем турнира хутшăннисене асăнмалăх призсем пачĕç.

Асăннă мероприятие халалласа «Закон обо мне и мне о законе» кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Вĕрентекенсем унпа та паллашрĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика