АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ АТАЛАНАТЬ

27 сентября 2008 г.

 

“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ ял хуçалăхне малалла аталантарас тĕллевпе тухăçлă ĕçлет. Ăна пурнăçа кĕртме тытăннăранпа хуçалăхсем аван пурăнма пуçларĕç, вăй илчĕç. Хресчен хуçалăхне патшалăх çăмăллăхлă кредит парса пулăшни яла уçă сывлăш илсе çитерчĕ. Килти хушма хуçалăха тытса пыма тата аталантарма çăмăллăхлă кредит илес енĕпе Чăваш Ен — çĕр шывра малти регионсенчен пĕри. Çак ĕçе малтан вырăнтан хускатма çăмăлах пулмарĕ. Апла пулин те ял çыннисем патшалăх пулăшăвне вăхăтра ăнланса илсе, унпа тĕллевлĕн усă курма тытăнчĕç. Республикипе илес пулсан çăмăллăхлă кредита икĕ çулта килти хушма хуçалăха тытса пыракансем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, ытти пысăк мар предприятисем 5,5 миллиард тенкĕлĕх илнĕ. Районĕпе шутласан, кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 456 хуçалăха 72626,15 пин тенкĕлĕх кредитпа тивĕçтернĕ. Вĕсенчен 326 хуçалăхĕ Перекет банкĕн уйрăмĕнчен 50891,15 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса ял хресченĕ алă вĕççĕн тăвакан ĕçе механизацилеме (трактор-автомашина, ял хуçалăх техники туянма) пултарчĕ, çурт-йĕрне çĕнетрĕ, хуралтă-витесем хăпартрĕ, çĕр арендăна илчĕ. Çапла майпа килти хуçалăх аванах вăй илсе çĕр ĕç тата выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессине чылай ÿстерчĕ. Туса илнĕ продукцие сутса çемье бюджетне пуянлатрĕ. Паллах, ĕçлемесĕр, пилĕк авмасăр тупăш илейместĕн. Çакна ялта пурăнакан кашни çемье лайăх пĕлет.

Наци проекчĕ пур енлĕ аталанма, вăй илме май туса пани вара — ял халăхĕшĕн калама çук пысăк пулăшу. Çапла майпа çеç пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулать. Çак енĕпе пурнăçламалли ĕçсем пур-ха. Вырăнти специалистсем те ку енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ. “АПК” наци проекчĕн паха енĕсем пирки ăнлантарсах параççĕ, кирлĕ документсем хатĕрлеме пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен, ку енĕпе уйрăмах Комсомольски, Аслă Çĕрпÿел, Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕсенче пурăнакансем çăмăллатнă кредита ытларах илнĕ. Наци проекчĕ тивĕçлĕ пулăшу панипех ял хуçалăхĕнчи лару-тăру тÿрех лайăхланать теме иртерех-ха. Апла пулин те ял пурнăçĕ çулран-çул çирĕпленсе пырасса шанма пулать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика