27 сентября 2008 г.
Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Василий Васильевич Галкин çине пăхсан вăл 60 çулта тесе никам та калаймĕ. Çамрăк чухнехиллех вăр-вар çÿрет, кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă вăл. Мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса ÿснĕскер, кирек хăш вырăнта та яваплăха туйса вăй хунă. Çамрăклах хуçалăхра тăрăшнă. Ачаранах В.Галкина техника интереслентернĕ. Çавăнпах пулĕ вăл инженер профессине суйласа илнĕ. Пурнăçне те унпа çыхăнтарнă. Эпĕ ăна вăл районти ял хуçалăх управленийĕнче (ун чухне çапла ятлăччĕ вăл) çывăхрах пĕлме пуçларăм. Пĕрле тĕрĕслевсене çÿреттĕмĕр, машинăпа техника паркĕсенчи ĕçсемпе кăсăкланаттăмăр. Вăл е ку трактор мĕнле ĕçленине, унти юсавсăрлăха тÿрех чухласа илетчĕ, механизатора кăлтăксене пĕтерме хушатчĕ. Ăнлантарăва та витĕмлĕ сăмахсемпе ирттеретчĕ. Анлă тавракурăмлă, ăсталăх, пĕлÿ енчен пысăк специалист пулнине çакă туллин çирĕплететчĕ. Ахальтен ăна «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ рационализаторĕ» ят паман çав. Техника енĕпе нумай-нумай рационализаторла паха сĕнÿ панă, вĕсемшĕн патентсем илме тивĕç пулнă.
Василий Васильевич «Комсомольский» совхозăн мăйракаллă шултра выльăх комплексне, районти сĕт заводне ертсе пынă. Пур çĕрте те хăй пултаруллă ертÿçĕ пулнине çирĕплетсе панă, чылай наградăна тивĕçнĕ. Вăл — ĕç ветеранĕ. Мăшăрĕпе пĕрле хĕрпе икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Çак кунсенче унăн юбилей. Вăл районти предприятисен аталанăвĕшĕн тăрăшнă. Малашне пурăнма ун вăй-хал пултăр, ĕмĕрĕ вăрăма тăсăлтăр.
Источник: "Каçал Ен"