АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУЛ ÇИТМЕННИСЕНЕ ТЕ ЭРЕХ СУТАÇÇĔ

27 сентября 2008 г.

 

Комсомольски районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ çул çитменнисем преступлени çулĕ çине ан тăччăр тесе нумай ĕç тăвать. Правăна пăсакансене палăртса вĕсемпе профилактика мероприятийĕсем ирттерет. Шел пулин те, ашшĕ-амăшĕсем хушшинче хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламаннисем те пур. Тĕпренчĕкĕсене анлă пĕлÿпе кирлĕ воспитани илме пулăшасран пăрăннисĕр пуçне, хăшĕ-пĕрисем хăйсен япăх тĕслĕхĕпе ачисене те пăсаççĕ. Çакăн пек ашшĕ-амăшĕпе те тĕл пулса калаçма тивет. Çамрăксене преступление явăçтаракансене тупса палăртса йĕрке хуралçисем вĕсене явап тыттараççĕ. Çул çитменнисем хушшинче алкоголизм, наркомани, токсикомани енне сулăнакансем ан пулччăр тесе профилактика мероприятийĕсем ирттересси çине те тимлĕх уйăратпăр.

Юлашки вăхăтра çамрăксем хушшинче сăра ĕçесси модăна кĕрсе кайрĕ. Чылай чухне вĕсем кăна мар, аслисем те асăннă шĕвеке спирт шĕвекĕсем шутне кĕртмеççĕ. Çапах та, Административлă Кодексра 2005 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче тунă улшăнусемпе хушăмсемпе килĕшÿллĕн, сăра, спиртлă напиток шутланать. Сăрана тата унран хатĕрленĕ шĕвексене обществăлла вырăнсенче ĕçме юрамасть, ăна ача-пăча, вĕрентÿ, сиплев учрежденийĕсенче тата вĕсен çывăхĕнче сутма юрамасть.

Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем суту-илÿ точкисенче çул çитмен çамрăксене эрех-сăра сутнипе-сутманнине тĕрĕслесех тăраççĕ. Рейдсем мĕн кăтартса параççĕ-ха; Штраф санкцийĕсем пысăк пулин те (должноçри çынсемшĕн — 2—3 пин тенкĕ таран) 18 та тултарманнисене алкоголь продукцийĕ сутакансем çав-çавах пур. Кăçалхи январь-август уйăхĕсенче çакăн пек 8 тĕслĕх тупса палăртнă. Ачасене сăра е эрех кĕленчи тыттарса яракан сутуçă çав ача вырăнĕнче хăйĕн тĕпренчĕкĕ тăнине куç умне кăлармасть-ши; Милици органĕсем çамрăксен сывлăхĕшĕн тăрăшнă вăхăтра сутуçăсемпе предпринимательсем пуяс шутпа сăпкари ачана та алкогольлĕ шĕвек сутма хатĕр. Хамăрăн пуласлăха çапла пĕтме парас марччĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика