27 сентября 2008 г.
Кĕрхи çанталăк катăк ăслă тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Çавăнтах çумăр çуса иртет, сивĕтсе каять, унтах хĕвел пăхса ярать те «карчăк ăшши» пуçланать. Кăçалхи çул сентябрь уйăхĕ хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăрать. Эрнипе йĕпе-сапа тăрать, тепринче çумăр çумасть. Районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен, специалисчĕсен умĕнче яваплăх пысăк. Уяр кунсемпе туллин усă курса юлмалла, ĕçсене туса ирттерессине пĕлсе йĕркелемелле. Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене пуçтарса кĕртнĕ-ха. Кĕр тыррисем те чылай лаптăк çине акнă, çĕртме те сахал мар тунă. Çапах та малашне пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ пысăк. Çĕрулми лаптăкĕсенче ĕçлемелли пур-ха. Пур анчах мар, аванах. «Иккĕмĕш çăкăр» тухăçĕ кăçал япăх темĕн. Çанталăк лайăх тăнипе усă курса ăна пур çĕрте те пуçтарса кĕртесшĕн. Çĕрулми хакĕ кунран-кун ÿссе пыни хавхалану кÿрет тесен те тĕрĕсех пулĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» типĕ вăхăтра пуçтарса илсен сутма та çăмăлрах-çке. Туянакансем тиркешсе тăмĕç.
Çак кунсенче «Труд» ял хуçалăх кооперативĕнче пултăм. Кунта ĕç хĕрÿ пырать. Хуçалăхра ĕçлеменнисем те отпуск илсе хире тухнă. Уйра халăх кĕшĕлтетет çеç. Ял çыннин пурнăçĕ çавăн пек ĕнтĕ, кирек мĕнле ĕçре ĕçлесен те уяр вăхăтăн кашни минучĕпе усă курмаллине пурте ăнланаççĕ.
«Труд» ял хуçалăх кооперативĕ кăçал 130 гектар çине çĕрулми лартса хăварнă. Ăна кирлĕ пек пăхса тăнă, агротехника ĕçĕсене вăхăтра пурнăçланă. Çавăнпа та «иккĕмĕш çăкăр» тухăçлă çитĕннĕ. Кооператив тĕрлĕ сортсемпе ĕçлет. Çĕрулми тупăшлă культура пулнине ăнланаççĕ кунта. Хуçалăхри специалистсем кăçал кашни гектар пуçне шутласан япăх мар тухăç илессе шанаççĕ. Пуçтарса илме çанталăк çеç патăрччĕ. Эпĕ хирте пулнă кун çумăр çумастчĕ, хаçат тухнă тĕле мĕнле пулĕ;
Çĕрулми кăларнă çĕрте Минрамил Алимовпа Александр Григорьев тăрăшатчĕç. Копалка хыççăн шултра çĕрулмисене курсан пуçтарас та пуçтарас килет. Халăх йышлă та, ĕçлес хавхалану ÿсет. Хуçалăха пулăшма Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн 51 вĕренекенĕ тухнă. Вĕсене процентпа çĕрулми уйăрасса, ачасене пăртак-и, нумай-и, укçа-тенкĕ парасса шанать шкул директорĕ С.Лукиянов. Шанать тени тĕрĕсех те мар пулĕ. «Труд» ял хуçалăх кооперативĕ Аслă Чурачăк вăтам, Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕсемпе тачă çыхăну тытать, мĕн май килнĕ таран пулăшать те. Унта кооперативра ĕçленĕ, ĕçлекен çынсен ачисем вĕренеççĕ-çке. Ачасем те, учительсем те пулăшăва кура хирте хавхаланупа ĕçлеççĕ. Кооператив правленийĕ çĕрулми уйĕнче вăй хуракансен ĕçне те çăмăллатма тăрăшать. Кунта «иккĕмĕш çăкăра» сеткăсем çине тултарнипе пĕрлех (хальтерех сутма) контейнерсемпе те усă кураççĕ. Пуçтаракансем унта витрепе пырса çĕрулми яраççĕ. Контейнерсемпе ĕçлеме çирĕплетнĕ трактор вĕсене автомашина çине тиесе тăрать. «Иккĕмĕш çăкăра» хиртен турттарнă çĕрте Минзаид Алимовпа Сергей Наумов тăрăшаççĕ.
Хуçалăхра çĕртме тăвас ĕç те хĕрÿ пырать. Кунта В.Скворцов, Д.Шуряшкин, И.Николаев тата ытти механизаторсем тăрăшаççĕ. Ĕç кал-кал пырать. Пурте уй-хирти ĕçсене хăвăртрах вĕçлесшĕн.
Источник: "Каçал Ен"