24 сентября 2008 г.
Сывă пурнăç стилĕ шутне виçĕ компонент кĕрет: тĕрĕс апатлану, активлă хускану тата сывă психика.
Тĕрĕс апатланни нумай чиртен сыхланма, сывлăха çирĕплетме, илемлĕ те илĕртÿллĕ пулма пулăшать. Уйрăмах тăварпа алкоголь продукцийĕсемпе асăрхануллă пулмалла. Сăмахран, кунне тăвар 1 чей кашăкĕнчен ытлашши юрамасть. Эрех-сăрапа сахăр песукĕнче витаминсемпе минералсем пачах çук. Пысăк калориллĕ пулнăран вĕсем ÿт хушаслăха ÿстереççĕ, сахăр диабечĕпе кариеса аталанма пулăшаççĕ.
Апат-çимĕçре тĕрлĕ витамин пулмалла. Çыннăн пĕтĕм организмĕшĕн вĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Витаминсене пула нерв тытăмĕ, мышцăсемпе ытти органсем йĕркеллĕ ĕçлеççĕ. Организмри витаминсен шайĕнчен çын мĕнле ĕçлеме, хускалма пултарни чылай килет. Вĕсем пирки çеç чăтăмлăх, ĕçлес хăвăртлăх, чирсене хирĕç тăраслăх ÿсет.
Утни-чупни, выляни-ташлани е тата вăй хурса ĕçлени хускану шутне кĕреççĕ. Авалхи Греци врачĕ Гиппократ вăй-хал ĕçлевĕсĕр çын сывлăхлă пулаймасть тесе палăртнă. Кашни çыннăнах гимнастикăна, тĕрлĕрен хусканусем тăвассине, çуран çÿрессине кун йĕркине кĕртмелле. Организм мĕнле ĕçлесси çакăнтан та килет. Мышцăсен виçи хăш-пĕр çынсен кĕлетке виçин 45 процентне йышăнать. Мыщцăсене вара яланах ĕç кирлĕ. Вăйлă хусканура пулни чĕрене çирĕплĕхе хăнăхтарать, шалти ытти органсене лайăх витĕм кÿрет. Пирĕнтен кашнинех вăй-хала кура физкультурăпа спортăн хăш-пĕр тĕсĕсемпе туслашма пултарать. Çакна çак таранччен те туманнисен паянах ĕçе тытăнмалла.
Хальхи вăхăтра стрессем пирĕн пурнăçăн пысăк пайĕ пулса тăчĕç. Час-часах йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкни, уншăн чунтан пăшăрханни, е сăлтавсăрах тулашни никама та ырă тумасть. Çакăн пек самантсенче хамăра мĕнле тытмалла-ши;
Хăвăра уйрăмах мĕн пăшăрхантарнине туйма тăрăшăр. Кун йĕркине пăхăнса вăхăтра апатланăр, хусканусем тăвăр, спортпа туслашăр, вăхăтра çывăрма выртăр. Çакна пĕр кун çеç мар, ĕмĕрĕпех туса пырăр.
Хăвăра канăç паман ыйту пирки çывăх çыннăрсемпе калаçăр, шалта тытса ан тăрăр.
Уçă сывлăш, тарăн та канлĕ ыйхă — чи лайăх туссем.
Концертсене çÿресе, юлташсемпе калаçса лайăх кăмăл-туйăм илме тăрăшăр.
Воспитани парас ĕçре хатĕр рецептсем çук. Çавна май хăш-пĕрисене сĕнес килет:
— ачăрсене нихăçан та начар кăмăлпа вĕрентме, воспитани пама ан тăрăшăр;
— ачаран мĕн кĕтнине малтан хăвăр лайăх пĕлĕр, кайран ăна ăнлантарăр. Кун пирки вăл хăй мĕн шутланине ыйтма ан манăр;
— ачан кашни утăмне ан тĕрĕслĕр, пăртак хăй тĕллĕн пулма ирĕк парăр;
— хатĕр йышăну туса ан парăр. Лартнă тĕллев патне мĕнлерех çитмеллине кăтартса çеç пулăшăр;
— малтанхи ÿсĕме асăрхамасăр ан хăварăр;
— çынна мар, мĕн тунине хаклăр;
— тунă йăнăшшăн айăплама ан васкăр, ăна тÿрлетме пулăшăр;
— эсир йăл кулса кăтартни, пуçран ачашласа илни те ăна шаннине пĕлтереççĕ;
— воспитани — лартнă тĕллевсене йĕркипе пурнăçласа пыни;
— воспитателĕн çирĕп ыйтмалла, анчах ырă кăмăллă пулмалла.
Ĕмĕрех телейлĕ пулма сывлăх питĕ кирлĕ. Çÿлерех çырнисене пурнăçласа пырсан ачасем те, аслисем те пурнăç çине кÿренмĕç.
Источник: "Каçал Ен"