АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЕМЬЕ ĂШШИ ПАРНЕЛЕКЕНĔ

24 сентября 2008 г.

 

Пултаруллă та маттур, хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçлакан хĕрарăм тесе калас килет ун пирки. Сăмахăм Кĕтне Пасар ялĕнче пурăнакан Елена Геннадьевна Романова пирки. Вăл районти куç курманнисемпе ĕçлекен общество председателĕ. “Хамăн ĕçе чунтан юрататăп. Йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшас килет, пурнăçра вĕсем те хăйсен вырăнне тупма пултарччăр. Ыттисем пекех, вĕсем те ĕçлеччĕр, вăхăта усăллă ирттерччĕр тесе тăрăшатăп. Тăтăшах тĕрлĕ мероприятисене хутшăнатпăр, уявсем те йĕркелетпĕр»,— тет Елена Геннадьевна хăйĕн ĕçĕпе паллаштарнă май.

Елена Геннадьевна килте ăш пиллĕ анне. Вăл — 6 ача амăшĕ. Паянхи пурнăçра ачасене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратма çăмăлах мар пулин те, хĕрарăм пĕрре те пуçне усмасть. Шав малалла утать. “Ачасем — пурнăç тĕрекĕ. Вĕсем пурришĕн чунтан савăнатăп, мухтанатăп”,— тет вăл. Пурнăç çулĕ Елена Геннадьевнăн çăмăлах пулман. Пĕрремĕш мăшăрĕпе уйрăлнă. Иринăпа Лариса хĕрĕсене, Саша ывăлне пĕчченех воспитани панă. Каярах Валерий Владимирович Волковпа çемье çавăрнă. Валерин те пурнăç çулĕ çăмăлах пулман иккен. Унăн мăшăрĕ ĕçке ярăнса кайсан çемьери лару-тăру веçех улшăннă. Ачисем те кирлĕ пек пурăнман. Вĕсене час-часах хăйсене çеç пăрахса хăварнă. Валерин 2 ачишĕн те Елена Геннадьевна — юратнă анне. Халĕ вĕсем чăн-чăн çемье ăшшине, телей тупнă. Аллăпа Алеша — шкул ачисем. Иккĕшĕ те лайăх вĕренеççĕ. Валерипе Елена ывăлĕ Станислав кăçал пĕрремĕш хут парта хушшине ларнă. “Шкулта пĕлÿ пухакан ачасемпе пĕрле ларма та тивет. Ытларах чухне аслисем пулăшаççĕ. Пирĕн килте пурте — пĕриншĕн, пĕри — пуриншĕн”,— тет хĕрарăм пурнăçĕпе паллаштарса. Нумаях пулмасть Елена Геннадьевна Ирина хĕрне качча пачĕ. Вăл Йăвашкел ялĕн каччипе çемье çавăрнă.

Е.Г.Романова 2006 çултанпа куç курманнисен районти обществинче вăй хурать. Маларах, 2-мĕш ушкăн инваличĕ пулнине пăхмасăрах, “Восток” колхозра ĕçленĕ. Фермăра дояркăра тăрăшнă. Пĕр вăхăт хушши бригадир та пулнă. Пĕр ĕçрен те ÿркенсе тăман.

Ачисем вĕренÿре те, ĕçре те пултарулăхпа палăрса тăраççĕ. Тăтăшах ашшĕ-амăшне пулăшаççĕ. Ывăлĕ-хĕрĕсем çуллахи каникул вăхăтĕнче колхозра ĕçленĕ. Вĕсем те укçа ĕçлесе илес тĕллевпе пурăнаççĕ. Мĕн çамрăкран ĕç çумне çыпçăнса ÿсеççĕ. Килте те пур ĕçе те пĕрле пурнăçлаççĕ, ÿпкелешмеççĕ. Çакăн пек туслă пурăннине нимĕн те çитмест.

Туслă çемьене малашне те ăнăçу сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика