АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШĂПИНЕ ÇĔРПЕ ÇЫХĂНТАРНĂ

24 сентября 2008 г.

 

Вăрăм ĕмĕр пурăнма, тухăçлă ĕçлеме çумра юратакан, ăнланакан мăшăр, çемьере килĕшÿпе татулăх кирлĕ. Силантий Терентьевичпа Александра Федоровна çине пăхсан вĕсене мăшăр кăвакарчăн тесе калассăм килет. Пурнăç çулĕпе 51 çул юнашар, алла-аллăн утаççĕ Ишмуратовсем. Çак вăхăтра пĕр-пĕрне çур сăмахранах, тепĕр чухне куçран пăхнипех аван ăнланакан пулса çитнĕ. Пĕр-пĕрне куç шăрçи пек упраççĕ. Урăхла пулма та пултараймасть ĕнтĕ. Мăшăрсем çур ĕмĕр хушшинче савăнăçне-хурлăхне яланах пĕрле пайланă, нумай йывăрлăх витĕр тухнă. Икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, вĕсене аслă пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани илме майсем туса панă. Асли, Алексей, химик, хими наукисен кандидачĕ. Вăл çемьеллĕ, Мускавра пурăнаççĕ, мăшăрĕпе виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Сергей вара искусство çынни, художник профессине суйласа илнĕ. Ачасен амăшĕ, Александра Федоровна, куç тухтăрĕнче ĕмĕрĕпе ĕçленĕ. Пирвай Комсомольски районĕн тĕп больницинче, Шупашкара куçсан Чапаев поселокĕнчи сиплев учрежденийĕнче тăрăшнă, пенсие вара васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинчен (БСМП) кайнă. Аслă категорие тивĕçнĕ врач. Кил хуçишĕн вăл лайăх арăм çеç мар, яланах шанчăклă юлташ пулнă, паян кун та çавăн пек.

Сакăр теçетке ылмаштарсан та мĕнле халĕ те вăр-вар, сывлăхлă пулнă пирки ыйтрăм Силантий Терентьевичран. «Пысăк вăрттăнлăх çук кунта. Хамăн ĕмĕрте эрех-сăрапа иртĕхмен, çăвара нихăçан та сигарет хыпман. Яланах хусканура пулмалла — ĕçлемелле, нумайрах утмалла, акă пĕтĕм чăнлăх»,— терĕ ветеран. Çак йĕркене чăннипех те пăсмаççĕ Ишмуратовсем. Ирех тăраççĕ те, куна е пахчара, е картишĕнче тăрмашса ирттереççĕ. Картиш терĕм те, ăна сад теме те пулать. Хапха алăкне уçса кĕрсенех куç тĕлне улмуççисем, терн тĕмĕ лекеççĕ. Хÿме çумĕнче виноград хăмла пек явăнса ÿсет. Пахчаçимĕçсем кашни çулах ăнса пулаççĕ. Пур çĕрте те чечек çитĕнни çурт хуçисем илеме юратни çинчен калать. Çĕрулмине пахчипех лартаççĕ. Кĕркунне ăна йывăç калакпа çеç кăлараççĕ. Лаша кĕртмеççĕ, копалкăллă тракторпа таптаттармаççĕ. «Кăçал виçĕ кун чаврăмăр, шăпах ывăлсем иккĕшĕ те килнĕччĕ»,— терĕ Александра Федоровна.

Ишмуратовсен пахчи хыçĕнче – тарăн çырма. Кунти айлăмра хытхурана ашкăрма памаççĕ вĕсем. Хурăн, хыр йывăççисем, палан, пилеш тĕмĕсем ретĕн-ретĕн ешерсе лараççĕ. Каласа хăвармалла, çак калчасене мăшăрсем вăрмантан кутамккапа йăтнă. Чечексем валли те вырăн тупăннă. Çĕрпе чăннипех пĕлсе, ăна хисеплесе усă кураççĕ ветерансем. Çумрах – вăрлăхлăх купăста, кавăн тĕмисем, ытти культурăсем. Ирлĕ-каçлă çак çырма хыçĕнчен кĕтÿ иртсе çÿрет. Выльăхсем çисе-таптаса сăтăр ан туччăр тесе Силантий Терентьевичăн лаптăка кунсеренех сыхлама тивет. Нихăш йăран çинче, ретсем хушшинче те пĕр çумкурăк та асăрхаймăн. Çак тирпей-илеме курсан чун савăнать. Ÿркенмесен, телевизор умĕнче сахалрах ларсан пурте пултаратпăр вĕт çакна тума. Ишмуратовсене кура хăш-пĕр кÿршисем те вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ, çырмана анакан айлăмра йывăç-тĕмсем лартаççĕ. Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет теççĕ-çке.

Ытти выльăх усрамасан та, килĕнче кролик тытаççĕ ветерансем. Унăн какайĕ сывлăхшăн усăллă, çемçе, тутлă. «Вăрăм хăлхасем» шултра ăратлă, пурте чăпар тĕслĕ. Шутне ыйтмарăм, хисепне каласан ăнма пăрахать теççĕ.

Кивĕ йывăç пÿртĕн хăйĕн историйĕ. 90 çулта ĕнтĕ вăл, хуçисенчен те самай аслă. Çак çуртра Александра Федоровна çуралса ÿснĕ иккен. Вĕсен çемйи ĕçчен пулнă, çавăнпа ытлă-çитлĕ пурăннă. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсен вĕçнелле ашшĕне кулак тесе айăпланă. Çемьене, тăватă ачана мунчана хăваласа кăларнă. Тавах Турра, çак йышăнăва йăнăш тесе пĕлтернĕ, çурта каялла тавăрса панă. Картишĕнчи хуралтисене вара нумаях пулмасть çĕнĕрен хăпартнă, йăлтах кирпĕчрен. Ĕненетре-ĕненместре, вĕсене Александра Федоровнăпа Силантий Терентьевич хăйсем купаланă. Паллах, ачисем, мăнукĕсем, кÿршисем пулăшнă ĕнтĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн, хыпаланмасăр ĕçлесе пĕчĕк пÿрт, лупас, пахчаçимĕç хранилищи, нÿхреп çĕклесе лартнă. Çапла тума пыл хурчĕ е кăткă пек ĕçчен пулмалла вĕт! Ват çын тăват çын теççĕ тесе ахальтен каламаççĕ çав.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика