10 сентября 2008 г.
Ял халăхĕ пур ĕçе те хăй пурнăçлать. Мĕн ирхине тăрать те сĕм çĕрле пуличченех ура çинче. Уйрăмах çуркунне-кĕркунне ĕç алран татăлмасть. Çуркунне кирлĕ пахча-çимĕçе вăхăтра акса-лартса хăварасси пирки шухăшлать, кĕркунне çитĕнтернĕ çимĕçе пухса кĕртессишĕн ăшталанать. Ăшталаннине кура пахча-çимĕçе тивĕçлĕ хакпа та сутаймастăн вĕт. Çăвĕпе нушаланни харама кайниех мар-ши çак?
Вăл çеç те мар, ялти хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ĕне кашни килте тенĕ пекех пур. Сĕт сутса кăштах та пулин тупăш тăвас тесе усраççĕ те-ха. Сĕт хакĕ чăнах та кулăшла. Пĕр литр сĕте 6 тенкĕ те 50 пуспа туянаççĕ. Уйăхра 100 литр сĕт сутсан та 650 тенкĕ çеç. Ку укçа мĕн тума çитет; Çапах та хĕрарăмсем ир-ирех сĕт машини патне утаççĕ. Хакĕ пĕчĕк пулсан та сĕтне парса яраççĕ. Мĕн тăвăн, кăштах укçи пултăр теççĕ пулĕ. Ĕнене тăрантарса усрама мĕн чухлĕ апат кирлĕ; Сĕт сутса укçа туни ытлашшипех каять пулĕ. Çулла тăршшĕпех апатне хатĕрлемелле, тыррине туянмалла, кĕтÿçĕсене укçа тÿлемелле. Сĕт туянакана йÿнĕпе илсе хаклăрах сутсан тупăшĕ пулать ĕнтĕ. Ял çынни те хăй туса илнĕ продукцие пĕчĕк хакпах парса ярас мар тет. Ялта пурăнакан вара йĕрке çуккипе тарăхать.
Акă халĕ, пахча-çимĕç кăларнă вăхăтра, çĕр улми, сухан, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтăр пуçтарса çÿрекенсем йышланчĕç. Хакĕсем чăнах та пĕчĕк. Çĕр улмине те, пуçлă сухана та 5 тенкĕпе çеç туянаççĕ. Çак хакпа сутса тупăш илейĕн-и вара? Хăйсем тĕп хуламăрта е инçете кайсах çак продукцие 2-3 хут хаклăрах сутаççĕ. Хресчен ĕçне кăшт та пулин хисеплесен аван пулмалла та . Çĕр улмипе арбуз улăштарма килекенсем те пур. 2 килограмм çĕр улмишĕн пĕр килограм арбуз сĕнеççĕ. Тĕлĕнсе каймалла. Тĕлĕнетпĕр пулин те миххе çĕр улми тултарсах арбуз илме васкатпăр. Ĕçе хакламанни пулмасть-и вара çакă?
Источник: "Каçал Ен"