10 сентября 2008 г.
«Единая Россия» партин Чăваш Республикинчи уйрăмне партин Аслă Совечĕн Председателĕ Б.Грызлов тав çырăвĕ янă. Акă, мĕн çырнă унта:
«Хисеплĕ ĕçтешсем! Августăн 11-мĕшĕнче парти руководствин йышăнăвĕпе Кăнтăр Осетире инкек тÿснисене пулăшма чĕнсе каларăмăр. Эсир йĕркеленипе парти членĕсемпе вĕсемпе пĕр шухăшлисем, предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсем, обществăлла организацисенче тăрăшакансем, вырăнти халăх унти йывăр лару-тăру çинчен пĕлчĕ, пулăшу аллине тăсса пачĕ.
Регионсенчи уйрăмсем укçа-тенкĕ, апат-çимĕç, йăлари техника, тумтир, атă-пушмак, стройматериалсем, канцеляри хатĕрĕсем пуçтарассине, донорсем юн парассине йĕркелерĕç. Беженецсене лагерьсенче психологи пулăшăвĕ панă. Пуçтарнă япаласене, укçа-тенке инкеке лекнисем патне çитерсе паратпăр. Кăнтăр Осети çыннисем вĕсене йывăр вăхăтра пăрахман çынсене пурне те тав сăмахĕ калаççĕ.
Партин «Гуманитари чĕнĕвне» чĕре патне илнĕ регионсенчи уйрăмсене, парти членĕсене, граждансемпе организацисене, Кăнтăр Осети халăхне пулăшма кăмăл тунă пур çынна та пысăк тав сăмахĕ калатăп».
Аса илтеретпĕр, «Единая Россия» партин «Гуманитари чĕнĕвне» пурнăçласа Чăваш Енре ятарлă счет çине 3 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ куçарнă. Кăнтăр Осетире пурăнакансем валли 2 парти (16 тонна) гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă.
Источник: "Каçал Ен"