АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСАНКАССИНЧЕ ХĂМЛА ХИСЕПРЕ

10 сентября 2008 г.

 

Пĕр вунă-вунпилĕк çул каялла районти 9—10 хуçалăх хăмла туса илетчĕ. Те сутлăх хакĕ тивĕçтерменнипе, те урăх сăлтавсемпе, майпен-майпен вĕсенче хăмла хисепрен тухма пуçларĕ. Малтан лаптăкĕсене чакарса пычĕç, каярахпа унпа ĕçлеме пачах пăрахрĕç. Ĕçĕ нумай, пайти сахал пулсан çапла ĕнтĕ вăл.

Хальхи вăхăтра районта «Алга» тата «Асаново» кооперативсенче çеç çитĕнтереççĕ çак культурăна. Лаптăкĕсене пĕчĕклетнĕ пулин те, ял çыннисен интересĕ пĕтмен-ха. Хăш-пĕр сас-хура тăрăх, кăçал типĕ хăмлан 1 килограмне 300 тенкĕпе туянас текенсем те пур имĕш. Вăл тÿрре тухсан питĕ аванччĕ.

«Асаново» ял хуçалăх производство кооперативĕнче хăмла 10 гектар йышăнать. Кунта «подвязный» сорт туса илеççĕ. Унра альфа-кислота шайĕ пысăк, çавăнпа çак сорта хаклаççĕ те. Кăçал хăмлана сентябрĕн 4-мĕшĕнче татма тухнă. Çемьесемпе пай илсе ĕçлекенсем те йышлă, татма пулăшакансем те пур. «Петр Иванов, Зинаида Александрова, Светланăпа Анатолий Петуховсем тата ыттисем пĕр çул та хăмла пайĕ илмесĕр юлмаççĕ»,— терĕç мана бухгалтери ĕçченĕсем. Кооператив правленийĕн йышăнăвĕпе, хуçалăхра ĕçлекен кашни çыннăн 100 килограмм «симĕс ылтăн» татмалла. Çавăнпа çак ĕçрен никам та айккинче юлмасть: бригадăра ĕçлекен те, механизаторпа доярка та, шут ĕçченĕсем те. Ял çыннисен тăрăшулăхĕпе «Асаново» çулсеренех 6—7 тонна типĕ хăмла сутать. Иртнĕ çул унăн пĕр тоннине 80 пин тенкĕпе вырнаçтарнă. Кăçал хаксем ÿссен тупăшĕ те нумайрах пуласси куçкĕрет. «Симĕс ылтăн» татакансене кÿрентермест хуçалăх правленийĕ. Пĕлтĕр чĕрĕ виçепе 1 килограмшăн 5 тенкĕ тÿленĕ, кăçал ку тарифа ÿстересшĕн.

Патшалăх та пулăшма тăрăшать «симĕс ылтăн» çитĕнтерекен предприятисене. Акă, 2007 çулта сутнă хăмлан тонни пуçне 15 пин тенкĕ субсиди панă. Çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе хăмла пахчине пăхса тăма кашни гектарĕшĕн 4-шар пин тенке яхăн уйăрать, çĕнĕ калчасем лартсан та укçа парса пулăшаççĕ.

Эпĕ çитнĕ чух хăмла плантацийĕнче ватти-вĕтти таранах ĕçлетчĕç. Уроксем пĕтнĕ хыççăн шкул ачисем те ашшĕ-амăшне пулăшма васкаççĕ. Хĕвеллĕ те ăшă çанталăкра йышпа пĕрле шăкăлтатса ĕçлеме лайăх-çке. Ача чухнехине аса илсе пĕр курланкине туртса антарса вĕсем хушшине кĕрсе ларас килчĕ... Часах плантаци çумне автомашина çитсе чарăнчĕ. Ун çинчен ялти культура ĕçченĕсем анма пуçларĕç. Иван Портновпа Елена Маштанова ертсе пыракан агитбригада «симĕс ылтăн» çинче тăрăшакансене юрă-ташăпа хавхалантарма килсе çитнĕ иккен. Часах уй-хир çийĕн юрă шăранма пуçларĕ.

«Пахчи-пахчи, хăмла пахчи», тесе юрлама çăмăл вăл. Хăмла çитĕнтерес ĕç вара питĕ кăткăс та тĕрлĕ енлĕ. Пысăк тухăçлă, чăннипех пахалăхлă чĕртавар илес тесен çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех плантацирен тухмалла мар. Йăран хушшисене çу каçа çумкурăкран тасатсах тăмалла, курланкăсене çакмалла, татнипе те ĕç пĕтмест вĕт-ха. Хăмлана сушилкăра типĕтмелле тата. Кунта Любовь Михайлова, Лилия Филиппова, Еленăпа Валерий Калашниковсем тăрăшаççĕ. Геннадий Бахтеров хăмлаçă-бригадир пĕтĕм ĕçе йĕркелесе тăрать. Çак ăçре асанкассисене малашне те курăмлă ĕçлеме ăнăçу, чăтăмлăх сунатпăр. «Симĕс ылтăн» яланах ăнса пултăр, сăри кăпăкланса çеç тăтăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика