10 сентября 2008 г.
Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкренех кĕр мăнтăрĕпе туй тунă. Халĕ те çаплах пулĕ. Кĕркунне пĕрлешекенсем йышлăрах. Сентябрĕн 8-мĕшĕ тĕлне районта 150 мăшăр çемье çавăрнă. Пĕлтĕр çак вăхăтра 160 мăшăр пĕрлешнĕ. Сентябрĕн 6-мĕшĕнче Хирти Выçли каччи Владимир Васильев Канаш район хĕрĕпе Вера Семеновапа пĕр çемье чăмăртанă. Вĕсем районти 150-мĕш мăшăр. Çитес эрнере те мăшăрланакансем пур.
Çуралакансем йышлă пулни вара уйрăмах савăнтарать. Сентябрĕн 8-мĕшĕ тĕлне 232 ача çут тĕнчене килнĕ, пĕлтĕр çак вăхăтра 216 ача çуралнă.
37 мăшăр уйрăлнă. Пĕлтĕр вара 47 çемье арканнă. Тĕрлĕ сăлтава пула мăшăрсем пĕр пĕринчен сивĕнеççĕ. 2007 çулта та, кăçал та 2 ачана усрава илнĕ. Кăçал 17 çын ятне улăштарнă.
Уйрăмах вилекенсен шучĕ ÿсни хумхантарать. 2008 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕ тĕлне 264 çын вилнĕ. Пĕлтĕр çак вăхăтра 288 çын пурнăçран уйрăлнă.
Источник: "Каçал Ен"