АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШКУЛ АВТОБУСĔ ИНКЕК ТŸСНĔ. ИКĔ АЧА АМАННĂ

10 сентября 2008 г.

 

Сентябрĕн 8-мĕшĕнче 15 сехет те 10 минутра Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн автобусĕпе кĕтмен инкек пулнă. Уроксем хыççăн вĕренекенсене Дубовкăна леçме кайма тухнă автобус ял çулĕ çине пăрăнса ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çав самантра ăна пысăк хăвăртлăхпа пыракан «ВАЗ-11193» çăмăл автомашина хыçалтан тăрăнтарнă. Ăна Шупашкарта пурăнакан 26 çулхи çамрăк тытса пынă. Унăн стажĕ те пĕчĕк мар темелле, 2000 çултанпа руль умĕнче. Анчах... Шупашкаралла каяканскер, мĕншĕн хирĕçле çул çине тухса кайнă вăл, водителĕ те калаймасть. 16 ачана тата социаллă педагога лартнă КАВЗ автобус сылтăм аякĕ çине тÿнсе кайнă. 2 хĕрача аманнă. Пĕрин алă сыппи, иккĕмĕшĕн хул шăмми хуçăлнă. Вĕренекенсем пурте хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăннă пулнă, çакă вĕсене пысăкрах инкекрен çăлнă. Константин Иванов водительпе социаллă педагог Галина Волкова çухалса кайман, ГИБДД ĕçченĕсем çитнĕ çĕре ачасене запас алăкран тата чÿречесенчен васкасах кăларса пĕтернĕ. Шĕкĕр Турра, ку иккĕмĕш рейс пулнă. Пуçламăш классене маларах ăсатнă. «ВАЗ-11193» автомашина аванах лапчăннă пулин те, водителĕн çамки çинче çеç шăйрăксем пур.

Инкек пулнă вырăна район, шкул ертÿçисем тÿрех çитнĕ. Ачасене кирлĕ пулăшу панă, килĕсене ăсатнă. Аманнисене район больницине илсе çитернĕ.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулне автобуссăр хăвармаççĕ. Аварие лекнине Канашри ПАТПна юсама ăсатаççĕ. Шкул директорĕ Г.Е.Длинов каланă тăрăх, вăхăтлăха урăх çĕртен шкула валли автобус уйăрасси çинчен район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков ытларикунах калаçса татăлнă.

Çак инкек пире çул çинче тимлĕ пулмаллине, йĕркене пăхăнмаллине тепĕр хут аса илтерет. Водительсем, çул çинче шкул автобусне курсан нихăçан та куштанланма, хăваласа иртме ан тăрăшăр. Унта хамăрăн ачасемех-çке.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика