10 сентября 2008 г.
Кăçал çанталăк условийĕсем уй-хир культурисене кирлĕ пек пăхса çитĕнтерме, агротехника ĕçĕсене пахалăхлă пурнăçлама май памарĕç. Çавăнтах сивĕтсе каять, çумăр çуса ĕçе чăрмантарать... Апла пулин те районти ял хуçалăх предприятийĕсем çухалса каймарĕç. Уяр çанталăкăн кашни минучĕпе (çавăн пекех калама пулать) туллин усă курчĕç. Мĕн акни-лартни тухăçлă çитĕнтĕр тесе тăрăшрĕç. Тăрăшни сая каймарĕ. Кашни гектар пуçне 30 центнера яхăн тырпул пухса кĕртни япăх-и; Кунта сăмах районăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсем çинчен пырать. Районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсем пирки те манса каймалла мар. Вĕсене уйрăммăн палăрас килмест те, «Рассвет», «Слава», «Родина», «Асаново», «Труд», «Искра» хуçалăхсене, «Слава картофелю», «Нива» агрофирмăсене асăнмасăр мĕнле хăварăн?
Кĕркунне хăйнеевĕрлĕ. Çакă хирсене тухса пăхсан та курăнать. Тĕл-тĕл ешĕл уйсем курăнаççĕ, çавăнтах тырпул пуçтарса кĕртнĕ хăмăлсем. Инçех те мар çĕре сухаланă. Çĕртме тунă, кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрленĕ. «Восток» ял хуçалăх кооперативĕн территорине пырса кĕрсенех çавăн евĕрлĕ ÿкерчĕке асăрхарăмăр. Кунта агротехника ĕçĕсене пахалăхлă тата вăхăтра пурнăçланă. Çавăнпа та тухăçĕ пур. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсенчен кашни гектар пуçне 30 яхăн центнер тырпул пуçтарса илнĕ. Кооператив председателĕ В.Г.Михеев вырмара хастар ĕçленĕ комбайнерсене асăнчĕ. Палланă, ытти çулсенче хастар вăй хунă опытлă ĕçченсемех иккен. Тĕштырăна çулнă çĕрте В.Михеев ĕçленĕ. Тырпула çапса тĕшĕленĕ тĕлте А.Белковпа ывăлĕ Вячеслав, Г.Черновпа А.Романов, Е.Порфирьев экипажĕсем тăрăшнă. Вĕсем пурĕ 900 гектара яхăн тырпула вăхăтра пуçтарса илнĕ. Уй-хир — йĕтĕм маршрутпа Р.Белковпа Н.Хлебников водительсем çÿренĕ. Çÿренĕ текен сăмах тĕрĕсех те мар пулĕ. Мĕн çитĕнтернине йĕтем çине илсе килнĕ. Кунта вара ĕç вĕресе çеç тăнă. Хуçалăхри ĕçченсем икĕ сменăпа ĕçлесе тырра сăвăрнă, алланă. Пĕрремĕш бригадăри йĕтем çинчи ĕçе С.Белкова, иккĕмĕш бригадăринче Н.Пушкина йĕркелесе пынă. Тырă тасатакан машинăсем мĕнле ĕçленине В.Хлебников, Н.Кополухин, А.Петров пăхса тăнă, вансан çийĕнчех юсанă. Уяр кунсемпе туллин усă курнă. Çавăнпа та икĕ бригадăн йĕтемĕ çине кĕрсен те уçă çĕрте выртакан тырă нумай курмарăмăр. Çийĕнчех тасатса кĕлетсене кĕртнĕ. Кооператив председателĕ Валерий Геннадьевич шкул ачисем пысăк пулăшу панине палăртрĕ. Ятарласах хаçат урлă вĕсене пурне те тав сăмахĕ калама ыйтрĕ. Чăннипех те вĕсен пулăшăвĕ сисĕмлĕ пулнă, ачасем алă усса ларман. Йĕтем çинче Н.Петровпа Р.Хлебников водительсем тырă куçарнă çĕрте ĕçленĕ.
Тырпул тухăçĕ вăрлăхран, механизаторсен тăрăшулăхĕнчен, вĕсем агротехника ĕçне мĕнле пурнăçланинчен нумай килет. Ку чăнлăх. Анчах та тепĕр чухне хăшпĕр ĕçченсен ятне манса каятпăр. Хуçалăх пур вăрлăха та имçамласа акнă. Ку ĕçре Ф.Белкова, С.Корнилова, Н.Белкова тăрăшнă. Вĕсемех кĕр тыррисемпе те ĕçлеççĕ.
Хуçалăхра ĕçлекенсене те, пенсионерсене те улăм валеçнĕ. Валеçсе панă çеç мар, пресласа, кооперативăн техникипе кил умнех çитерсе панă. Ку паха. Улăм пуçтарнă çĕрте ятарлă бригада ĕçленĕ. Эпир пынă вăхăтра та тăрăшатчĕç. Пресланă çĕрте А.Федоров, Н.Коновалов вăй хунă. В.Сугоров тракторист тиесе тăратчĕ. О.Коноваловпа Р.Белков водительсем КамАЗ автомобильсемпе турттаратчĕç. Купа туса пынă çĕрте Н.Лепешкин Ю.Михеев, С.Белков, Е.Белков, А.Воронков, Н.Казаков ĕçлеççĕ. «Ĕçе пахалăхлă пурнăçлаççĕ, вĕсемпе кăмăлă»,— тет Валерий Геннадьевич.
Ял хуçалăх кооперативĕнче кĕр тыррисем акас ĕç пырать. Унта çитсе куртăмăр. С.Хлебников механизатор «Кировец» тракторпа çĕр хатĕрлет. Хуçалăх ют çĕршывра туса кăларнă кăкарса ĕçлемелли агрегат туяннă. Вăл çĕре кăпкалатса пырать, пахалăхлă шая çитерет. «Кĕр тыррисем çулсеренех пĕр евĕрлĕрех тухăç параççĕ. Çавăнпа та кашни çулах вĕсене 400 гектартан кая мар акатпăр. Çитес çул та çавăн чухлех çитĕнĕ. Кашни гектартан 30 центнер ытла тухăç илтĕмĕр те, малашне те кĕр тыррисемпе çине тăрса ĕçлесшĕн»,— тет В.Михеев. Акнă çĕрте икĕ Юрий, Алексеевичпа Анатольевич Белковсем, Ю.Чернов, Е.Порфирьев тăрăшаççĕ. Вĕсене Ю.Михеев, В.Белков, А.Хлебников, С.Коновалов, С.Марков сеяльщиксем пулăшса пыраççĕ.
Çĕртме тунă çĕрте Г.Чернов, А.Белков, Ю.Белков, С.Хлебников тăрăшнă, ку ĕç малалла пырать.
«Восток» ял хуçалăх кооперативĕ 60 гектар çĕрулми лартса хăварнă. Унта паян-ыран ĕçсем пуçланмалла. «Иккĕмĕш çăкăр» лайăх çитĕнтĕр тесе А.Федоров, Р.Зайцев, Н.Коновалов механизаторсем тăрăшнă. Хăйсемех лартнă, йăрансем çырнă, имçамсем сапнă. Вĕсемех кăларнă çĕрте те ĕçлĕç.
«Восток» ял хуçалăх кооперативĕ — выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри. Кунта ăратлăха ÿстерес енĕпе те тăрăшаççĕ. Сăвăм та япăх мар. Выльăхсем ÿт лайăх хушса пыраççĕ. Хамăн сăмахăма цифрăсемпе çирĕплетсе парас-ха. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе тесе танлаштарас килмест. Цифрăсем вĕсем тĕрлĕ сăлтава пула улшăнма та пултараççĕ (пĕчĕкленме е пысăкланма). Кăçалхи 9 уйăхра хуçалăх 843 центнер аш-какай, 8060 центнер сĕт туса илнĕ. Ĕнесем çулталăк пуçланнăранпа кашни 3664 килограмшар сĕт антарса пынă. 100 гектар çĕр пуçне кооператив 45,0 центнер аш-какай, 428 центнер сĕт туса илнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ районăн вăтам кăтартăвĕнчен лайăхрах. Выльăх-чĕрлĕх шутне пĕр шайрах тытса тăма тăрăшаççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх йышне ÿстерме те май тупнă.
Хуçалăх çулсеренех выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлет. Сенаж, утă-улăм фермăри выльăхсене тулăх хĕл каçарма май парать. Пахалăх енчен те тивĕçтереççĕ вĕсем.
Хуçалăхри çитĕнÿсене камсем тăваççĕ? Паллах, дояркăсем, мăйракаллă шултра выльăх, сысна самăртакансем. Кооперативăн 220 ĕне. Вĕсене А.Порфирьева, В.Семенова, З.Белкова, М.Казикова, М.Белкова, Е.Коновалова тата вĕсене улăштарса тăракан В.Петрова, С.Белкова, Н.Васильева суса тăраççĕ. Хуçалăх ертÿçи Г.Шикова, Н.Михеева, Н.Малышева, А.Евдокимов ячĕсемпе те ырă сăмах каларĕ. Председателĕн ĕçĕ çавăн пек ĕнтĕ, сысна ферминче ĕçлекенсен тата ытти ĕçченсем пирки каласа пĕтереймерĕ. Унăн васкавлă ĕçпе çула тухма тиврĕ. Район çыннисем вĕсене лайăх пĕлеççĕ. Малашне те хастар ĕçлеме ферма ĕçченĕсене ăнăçу, вăй-хал сунар.
Источник: "Каçал Ен"