06 сентября 2008 г.
2008 çулта йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри «Лучший урок письма» VI конкурса пирĕн республикăри учительсемпе вĕренекенсем хастар хутшăннă. Асăннă проект педагогсемпе ачасем хушшинче анлă сарăлса пырать.
Конкурса ирттерес шухăш вăхăт ыйтнипе çуралнă. Çыру çырас культурăна манса пыратпăр мар-и? Çамрăксем ытларах sms-пĕлтерÿсем, электронлă почта çыхăнăвĕ çине куçрĕç. Çыру çырас йăла-йĕрке вара питĕ пуян, çак ăсталăх ĕмĕрсем хушши пухăннă. Вăл çынсен хутшăнăвне йĕркеленĕ, ăраскалĕсене пĕрлештернĕ.
Шкул ачисем тăван чĕлхепе çырнă çырусем вĕсен калаçу культурине тата чăваш чĕлхин статусне ÿстерме пулăшаççĕ. «Письмо Президенту» номинаци вара шкул ачисене Чăваш Ен Президентне Н.Федорова республикăн пуласлăхĕпе çыхăннă хăйсен шухăшĕсемпе сĕнĕвĕсене çырса пĕлтерме май парать.
Кăçал конкурсăн республикăри тапхăрне Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар, Кÿкеç, Çĕмĕрле тата ытти районсен представителĕсемпе танах комсомольскисем те хастар хутшăннă. Проект пĕтĕмлетĕвĕсемпе суйласа илнĕ 32 ĕç Пĕтĕм Раççейри конкурсăн финалне хутшăнĕ. Вĕсен хушшинче «Письмо солдату в армию» номинацире Айсылу Бататован (Урмаел вăтам шкулĕнчи 11-мĕш класс вĕренекенĕ) тата Аслă Чурачăк вăтам шкул учительницин Татьяна Юрьевна Мальчикован («Лучшая методическая разработка проведения урока письма» номинаци) ĕçĕсем те пур. Ентешĕмĕрсене финалта çĕнтерÿçĕсен йышне лекме ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"