АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧУНА ÇЫВĂХ ŸКЕРЧĔКСЕМ

06 сентября 2008 г.

 

Каçал тăрăхĕ тĕнчипе паллă художниксемпе, тухтăрсемпе, поэтсемпе, писательсемпе, ăсчахсемпе, спортсменсемпе, юрăçсемпе чăннипех мухтанать. Вĕсен çитĕнĕвĕшĕн чунтан савăнать. Акă, районти культурăпа кану центрĕнче те, “Çĕр тата çынсем” музейра та ентешсен, паллă ÿнерçĕсен картинисен выставкисене йĕркелеççĕ. Районта пурăнакансем вĕсен ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашчăр тесе тăрăшаççĕ. Курава çÿрекенсем йышлă пулни те савăнтарать. Уйрăмах шкул ачисем тĕрлĕ куравпа интересленеççĕ. Çĕннине алла илеççĕ. Аслисен паха опычĕпе паллашнă, вĕренсе алла киçтĕк тытакансем те сахал мар. Акă, районти культурăпа кану центрĕнче Урмаел ялĕнче çуралса ÿснĕ, унтах пурăнакан Вагиз Камалетдиновăн картинисен куравĕ пырать. Кунта тĕрлĕ ĕçпе паллашма пулать, кашнийĕшĕ хăйне май илемлĕ те курăмлă. Курава килекенсем Вагиз Камалетдиновăн 20 яхăн ÿкерчĕкне пăхса киленме пултараççĕ. Кунта ÿнерçĕн автопортречĕ те пур. Çавăн пекех ытти çынсен портречĕсем те кăмăла каймалла. “Братья” (1993 ç.), “Когда деревья были большими» (2005 ç.), “К чаю” (2005 ç.), “Пробуждение весны” (2001ç.) картинăсем мана темшĕн чуна çывăх. Ÿнерçĕ хăйĕн ÿкерчĕкĕсенче ял пурнăçне сăнлать, чечексене, улма-çырлана ÿкерме кăмăллани те тÿрех куçа курăнать.

Ентеш пирки каласа хăварни те вырăнлă пулĕ. Вагиз Камалетдинов И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх институтĕнчи художествăпа графика факультетĕнче пĕлÿ пухнă. Аслă пĕлÿллĕ специалист малтанах Урмаел вăтам шкулĕнче вĕрентнĕ, ун хыççăн Волгоград, Ĕпхÿ хулисенчи тĕрлĕ предприятисенче вăй хунă. 1980 çулта тăван ене, Урмаел ялне, таврăннă. Унтанпа вăл хăйĕн вăрттăнлăхне, ăсталăхне ачасене вĕрентет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика