06 сентября 2008 г.
«Вĕрентÿ» наци проекчĕ ĕçленине пурте лайăх туятпăр пулĕ. Çĕнĕ шкулсем çĕкленеççĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсем сĕтел-пуканпа, вĕрентÿ хатĕрĕсемпе пуянланаççĕ. Çак кунсенче района паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен 60 компьютер килнĕ. Вĕсене 10 вĕрентÿ учрежденине пайласа панă. Çĕнĕ Мăрат, Нĕркеç, Хирти Мăнтăр, Хирти Явăш, Тăманлă Выçли, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Урмаел вăтам шкулĕсемшĕн, Александровка, Анат Тимĕрчкасси, Хырхĕрри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕсемшĕн çакă пысăк парне. Апла пулсан, ачасен вĕренмелле те вĕренмелле. Условисем пур, шкулсенче ăста вĕрентекенсем тăрăшаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"