03 сентября 2008 г.
«Каçал ен» хаçатра 2010 çулта Пĕтĕм Раççей шайĕнче черетлĕ халăх çыравне ирттерме палăртни çинчен пĕлтернĕччĕ.
Асăннă мероприяти политика тата экономика тĕлĕшĕнчен те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх, унăн йышĕ тата Раççей Федерацийĕн территорийĕнче ăçта, мĕнле вырнаçнине, улшăнса пынине кăтартакан сведенисем çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне палăртма, çавăн пекех наукăра, тĕрлĕ практика ĕçĕсенче усă курма кирлĕ.
Халăх йышне шута илмесĕр пурăнма çук. Революциччен Раççейре пĕр çырав анчах — 1897 çулта пулса иртнĕ. Революци хыççăн вара 8 çырав йĕркелесе ирттернĕ. 1920, 1926, 1930, 1959, 1979, 1989, 2002, 2006 çулсенче. Черетлĕ çырав 2010 çулта пулать.
Халăхран ыйтса пуçтарнă информаци пĕтĕмĕшле кăтартусене пĕлме анчах кирлĕ, граждансен уйрăм интересĕсене вăл пырса тивмĕ. Çырава ирттерме хутшăнакан ĕçченсен çырав хучĕсем çине çырнă хуравсене никама та пĕлтерме юрамасть, вĕсем пурте вăрттăнлăхра пулĕç. Граждансен уйрăм сведенийĕсене усă курмалли йĕркесене пăснăшăн çырав ĕçĕсемпе ĕçлекен ĕçченсем Раççей Федерацийĕн законодательствипе килĕшÿллĕн явап тытма пултараççĕ.
Çырав программисене ĕçе кĕртес тесен малтан сахал мар хатĕрленÿ ĕçĕ туса ирттермелле. Хальхи вăхăтра Чăвашстатăн районти специалисчĕсем район центрĕнчи урам ячĕсене, çурт, хваттер номерĕсене мĕнле çырса вырнаçтарни пирки тĕрĕслев ирттерме палăртнă. Хуçалăхсене йĕркене пăхăнса шута илни çырава хатĕрленнĕ вăхăтра усă курма кайĕ, ăна тĕплĕн пурнăçланинчен халăх çыравĕ мĕнле пахалăхпа иртни палăрĕ.
Раççей шайĕнче иртекен асăннă пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлама йышлă ĕçлĕ ушкăн кирлĕ. Халăх çыравне ирттерес енĕпе ĕçлекен районти комисси членĕсем, район территорийĕнче вырнаçнă организацисемпе предприятисен ертÿçисем, халăх шутне çырса шута илекен ĕçченсем çинче чи пысăк шанчăк тесе шутлатăп.
Ырă ĕçĕн хакĕ çухалмасть, теççĕ ĕлĕкрен ватăсем. Раççей шайĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе хутшăнса ĕçленине патшалăх енчен те тивĕçлипе хакланине палăртса калассăм килет. Иртнĕ 2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне, 2006 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттерме хутшăннăшăн, шаннă ĕçре пуçарулăх кăтартнă çынсем медальсем, кăкăр çине çакмалли паллăсем илме тивĕçлĕ пулчĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2008 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнчи 217-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн «Ĕç ветеранĕ» ята паракан йĕркене улшăнусем кĕртнĕ. Çак йĕркепе килĕшÿллĕн 2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне, 2006 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне активлă хутшăннăшăн панă наградăсене тивĕç пулнă çынсене «Ĕç ветеранĕ» ята илме май парать. Сăмах май, çак вăхăтчен асăннă наградăсене тивĕçнĕ, унти штатра е статистика системинче ĕçлекенсем анчах, ĕç кĕнекинче çырса хунипе килĕшÿллĕн, «Ĕç ветеранĕ» ята илме пултарнă. Малашне «2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне активлă хутшăннăшăн» тата «2006 çулхи пĕтĕм Раççейри ял халăх çыравне активлă хутшăннăшăн» медальсене илнĕ, кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçнĕ çынсем те «Ĕç ветеранĕ» сумлă ята илме тивĕç пулĕç.
2010 çулта ирттерме палăртнă Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне те ушкăнпа хутшăнса çÿллĕ шайра ирттерсе ярасса шанса тăратăп. Ырă ĕçĕн хакĕ вара нихăçан та çĕре ÿксе çухалмĕ...
Источник: "Каçал Ен"