03 сентября 2008 г.
Чăваш Республикин патшалăх пичет архивĕнче 18-мĕш ĕмĕртен пуçласа паянхи кунчченех пичетленнĕ документсем упранаççĕ. Вĕсен шутĕнче пĕрремĕш чăваш журналĕ пысăк вырăн йышăнать. Вăл «Ана» ятпа 1918 çулхи çурла уйăхĕнче кун çути курнă. 2008 çулта журнал тухма пуçланăранпа 90 çул çитет. Çĕнĕ кăларăма Хусанта Раççейри халăхсен комиссариачĕ çумĕнчи тĕп чăваш пайĕ кăларса тăма тытăннă.
Мĕн çинчен çырнă-ха журналăн пĕрремĕш номерĕсенче? Сарăхса кивелнĕ страницăсемпе паллашнă май, пĕр ĕмĕр каяллахи самана таппи куç умне тухса тăнăн туйăнать. Пĕрремĕш номер «Тăвансем» статьяпа пуcланать. «Эпир, Хусан хулинче пурăнакансем, ялта çĕр ĕçлесе пурăнакан чăваш тăванăмăрсене мĕн чухлĕ те пулсан пулăшаймăпăр-ши тесе çак «Ана» ятлă журнала кăларма хисеп турăмăр. Пирĕн чăваш халăхĕ ĕç тĕлĕшĕнчен ÿркенмест. Мĕн чухлĕ вăй-хăвачĕ çитет, çав таранччен ĕçлет… Çак журнал çинче тырă-пулăран пуçне эпир тата, пахча çимĕçсем çинчен, улма йывăçсем çинчен, хуртсем пăхасси çинчен те çырас тетпĕр. Çаксем хресчен пурнăçне, хресчен кил-çуртне тытса тĕреклĕлентерсе тăракан япаласем. Çавсем çинчен те эсир вуласа тăнлама тăрăшăр. Тăнласассăн эпир хушнă пек тăвăр. Вĕренĕр! Вĕренни çутă — вĕренменни тĕттĕм!..». Çакăн пек чĕнсе каланă журнала кăларакан ушкăн.
Çакăнтах «Çĕре çĕнетесси çинчен», «Тырă лайăхрах пултăр тесессĕн, мĕнле вăрлăх акмалла?», «Пахча çимĕçсем çинчен. Купăста» ятлă статьясем кун çути курнă. Хресченсене Дани халăхĕ хăйсен ĕнисене епле çитерсе тăни çинчен те çырса кăтартнă, тĕрлĕ пĕлтерÿсемпе паллаштарнă.
Редакци ĕçченĕсем журнала пуян содержаниллĕ тума пĕтĕм вăйран тăрăшнă. Çав тĕллевпе çак ĕçе вĕрентекенсене, агрономсене, студентсене явăçтарнă. Вĕсем тĕрлĕ ыйту хускатса журнал тематикине пуянлатнă, çĕнĕрен те çĕнĕ рубрикăсем уçнă, страницăсене тĕрлĕ картинăсемпе пуянлатнă.
Вулакансене уйрăмах «Пуштă пÿлĕмĕ» ярăм килĕшнĕ. «Пахчана лартмалли улмуççине ăçта илме пулать-ши?», «Çĕрсе пĕтекен паранкăпа мĕн тăвас?» — час-часах кил-тĕрĕшре сиксе тухакан çакнашкал ыйтусене ăнлантарса пама ыйтнă вулакансем. Редакци ыйтусене тĕплĕн хуравланă. Çакă вара вĕсен хушшинчи çыхăнăва анлăлатса пыма май панă. (Ана. — 1919. — " 2. — С. 31).
Журнал страницисенче çутçанталăкпа çыхăннă сăнавсемпе вĕсен пĕлтерĕшĕсене час-часах пичетленĕ. Вĕсемпе эпир паянхи кун та кăсăкланатпăр. Тĕслĕхрен, «Хĕлле çил-тăман час-часах пулсан – çулла йĕпе-сапа пулать», «Хĕлле юр хулăн çусан – тырă аван пулать», «Уйăх е хĕвел карталансан — хĕлле тăман, çулла çумăр пулать», «Çĕнĕ çул каç çăлтăрсем курăнсан – пăрçа аван пулать», «Хĕлле ăшă пулсан – çулла сивĕ пулать» тата ыт. те. («Ана». — 1920. — " 3. — С. 78).
Анчах та ял ĕçченĕсем валли тухса тăнă журналăн ĕмĕрĕ вăрăма пырайман. Вăл 1920 çулхи 5—7-мĕш номерĕсем тухнă хыççăн хупăннă. Пурĕ 13 номер кăна тухма ĕлкĕрнĕ. Редактор пулса Христофоров, К.Н.Роднов, А.Т.Быков вăй хунă. Çапах та «Ана» журнал чăваш журналистикинче тарăн йĕр хăварнă, чăваш халăхне çĕрĕç культурине ÿстерсе пыма аван пулăшнă, халăха ырра вĕрентнĕ.
Чăваш Республикин патшалăх пичет архивĕнче пирвайхи чăваш журналĕн пур номерĕсем те типтерлĕн упранса юлнă. Вĕсемпе тĕпчевçĕсем паянхи кун та усă кураççĕ.
Источник: "Каçал Ен"