АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛАНАХ ПУЛĂШУ ПАМА ХАТĔР

03 сентября 2008 г.

 

Çынсем пурнăçра тĕрлĕ професси суйласа илеççĕ, хăйсен пултарулăхне ĕçре кăтартаççĕ, ырă ят çĕнсе илеççĕ. Çакăн пеккисен шутне Тукайри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующине те кĕртмелле. Медицина ĕçченĕн пĕр канăç та çук. Çĕрле те çула тухма тивет. Чирленĕ е инкек курнă çынна пулăшма ыйтса ун патнех пыраççĕ.

Вера Николаевна Моторина хамăр районти Шурут-Нурăс ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хĕр шкул пĕтернĕ хыççăн Канашри медучилищĕне çул тытнă. Çамрăклах çынсене сиплеме, пулăшу пама тĕллев тытнă ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Виçĕ çул вĕреннĕ хыççăн вăл алла диплом илнĕ. Направленипе ăна Тукай ялне ĕçлеме янă. Унтанпа 23 çул иртнĕ. Кунтах Владимир Григорьевич Моторинпа пĕрлешсе çемье çавăрнă.

Вера Николаевна аллинче (кун пек каласан тĕрĕсех те пулĕ) 643 çын. Вĕсене кирлĕ вăхăтра пулăшать, профилактика ĕçĕсем тăвать, калаçусем ирттерсе паха сĕнÿсем, канашсем парать. Акă, нумаях пулмасть 18—35 çулсенчи çынсене В гепатитран укол тунă. Кĕçех 36—55 çулсенчисемпе çак ĕçе пурнăçламалла. «Ĕçĕ нумай. Уйрăмах ачасем çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Юлашки çулсенче вĕсем сахал çуралаççĕ. Халĕ ялта çулталăка çитмен 7 ача, 14 çула çитменнисем 132-ĕн. 9 ача кăçал пуçласа шкула кайрĕ»,— каласа парать В.Моторина.

Вĕсене прививкăсем тăвать, ашшĕ-амăшĕсемпе калаçу ирттерет. Ялта тĕрлĕ çемье пур. Хăшĕ-пĕри ачасем пирки шутламасть те, вĕсене кирлĕ пек пăхмасть. Ун пеккисемпе ĕçлеме уйрăмах хĕн. Каларăмăр ĕнтĕ, медицина ĕçченĕн ларса тăма вăхăт çук. Килсем тăрăх та çÿреме тивет. Ара, ялта вырăнпа выртакансем те, тухса çÿрейменнисем те пур-çке. Вĕсене пулăшу кирлĕ. «Заказпа эмелсем те илсе килсе паратăп»,— тет Вера Николаевна. Çĕнĕ Мăрат пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче ĕçлекенсемпе килĕштерсе вăй хунине палăртрĕ В.Моторина. Шурутри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн педиатрĕ Р.Р.Алимова та ялта тăтăшах пулать, ачасен сывлăхĕпе интересленет.

Ĕçлет, тăрăшать Вера Николаевна. Ял çыннисем сывă пурнăç йĕркипе пурăнччăр, ан чирлеччĕр тесе вăй хурать. Вăл яланах вĕсене пулăшу пама хатĕр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика