АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТУХĂÇ НИКĔСĔ - ПАХАЛĂХЛĂ ВĂРЛĂХ

03 сентября 2008 г.

 

Ял хуçалăх предприятийĕсем çитĕнтерекен культурăсенчен паха тухăç илес тесен вăрлăх çирĕп тĕрĕслев витĕр тухмалла. Ун хыççăн вĕсене çитĕнтерме юрать. Ку енĕпе республикăра ятарлă патшалăх сăнав участокĕсемпе институтсем ĕçлеççĕ. Паянхи кун та вĕсем хăйсен ĕçне тивĕçлĕ пурнăçласа пыраççĕ, çĕнĕрен çĕнĕ сортсене сăнаççĕ, тĕпчеççĕ. Чи лайăххисене ял хуçалăх предприятийĕсене сĕнеççĕ. Çакăн пек сăнав участокĕ пирĕн районта та пур. Нĕркеç ялĕнчи сăнав участокĕнче паян хĕрÿ тапхăр. Кунта çитĕнтернĕ тухăçа вăхăтра пуçтарса кĕрсе сортсене тĕпчеççĕ, кирлĕ цифрăсене çырса хураççĕ, тухăçне тĕрĕслеççĕ. «Лартнă культурăсене вăхăтпа кăлармалла е вырмалла. Унсăрăн сорта тĕплĕн тĕрĕслеме май та çук. Сортсен паха енĕсене тĕпченĕ май чылай ĕç пурнăçламалла. Вĕсене каласа та пĕтереймĕн»,— паллаштарать Надежда Михайловна Чернова агроном. Шăпах çак кун вĕсем куккуруз анинчеччĕ. Культурăсене виçсе кĕртмелли тарасана хăйсенчен хăвармаççĕ. Кашнинех виçмелле, гектартан мĕн чухлĕ тупăш тухни — чи кирли. Хăш сорт мĕнле çитĕннине те тĕпе хураççĕ. Хиртен кĕрсен кукуруз початкисене тата ятарлă электронлă тарасапа виçеççĕ. Апла пулсассăн кунта кашни цифрăна, сорта шута илмелле, унсăрăн майĕ те çук. “Вăрлăхсене сăнанă май тăтăшах отчет хатĕрлемелле, тĕрлĕ канашлусене тухса çÿреме тивет. Паха, тухăçлă сортсене ял хуçалăх предприятийĕсене сĕнетпĕр. Пĕр çул çитĕнтернĕ хыççăн тÿрех мар, сортсене виçĕ çул таран сă- натпăр. Çанталăк условийĕсене те шута илме тивет”,— тет хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса Г.С.Чернов заведующи.

Культурăсене сăнаса тĕпчеме пуян опытлă агрономсем çеç пултараççĕ. Паянхи куна участокра 5 агроном вăй хурать. Вĕсем кашниех уйрăм культурăсемпе ĕçлеççĕ, тĕпчеççĕ, сăнаççĕ, пĕтĕмлетÿсем хатĕрлеççĕ. Пахчаçимĕç культурисемпе те агрономсем 3 çул çеç ĕçлеççĕ-ха. Апла пулин те çак вăхăтра Г.Чернов, О. Антонова агрономсем чылай сортпа паллашса, вĕсене тĕпченĕ. Кăçал хăярăн “журавленок”, “скорпион” сорчĕсене акса япăх мар тухăç илнĕ. Ир пулакан купăстана та пуçтарса кĕртнĕ. Уйрăмах “газель” сорт ăнса пулнă. Кашни гектартан ăна вăтамран 591 центнер пуçтарса илнĕ. Ытти сортсем те япăх мар. Хуçалăхсене “маррис”, “газебо”, «фарао» сортсене сĕнме пулать. Каярах пулакан тата вăтам пулакан купăстасем те пурте пуç çавăрнă. Кăçал каярах пулакан купăстан 11 сортне акнă. “Надежда”, “СБ-3”, “дискавер”, “кандела”, “риэшен”, “томас”, “ментор”, “пародокс”, “звоница” сорт-сем япăх мар тухăçпа савăнтарасса шанаççĕ. Пуçлă сухан та çитĕнтернĕ вĕсем. “Мустанг”, «манас», «сафран», «спирит» сухан вăрлăхĕсем те япăх мар тухăçлă пулнă.

“Нантская-4”, “детская”, “москвичка”, рамоса”, “шантанэ-2461”, “бодринка” , “купар”, “селянка” кишĕр сорчĕсене акнă. Çитес вăхăтра вĕсене те пуçтарса кĕртмелле, тухăçĕсене тĕрĕслемелле. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕрĕн “бордо 238”, “бордовая ВНИО”, “водан”, “миледи”, “рапсодия”, “романтика”, ”рондо”, “царица”, “цыганочка”, “экшен” сорчĕсене çитĕнтереççĕ. “Пахча-çимĕç ÿсекен уя пăхсан тухăç аван пуласси куç кĕрет, анчах та пĕтĕмлетÿсем тума иртерех-ха”,— тет О.Антонова.

Н.Чернова пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсемпе ĕçлет. Кăçал участокра çурхи тулăн 29 тĕрлĕ сортне çитĕнтернĕ. Уйрăмах “омская-36”, “симбирцит”, “экада-53” сортсем ăнса пулнă.

Çурхи урпан 14 сортне тĕпченĕ. Уйрăмшарăн илес пулсассăн “велес” (43,2 центнер), “родник прикамья” (40,9 центнер), “калита” (40,4 центнер) вăрлăхсем ăнса пулнă. Участокра 18 сортлă сĕлĕ çитĕнтернĕ. Вĕсенчен чи тухăçлисем — “конкур” (43,1 центнер), “адамо” (41,4 центнер), “привет” (40,1 центнер) вăрлăхсем. 19 тĕрлĕ пăрçа сортне тĕпченĕ. “Спартак”, “ямал”, “красноус” , “агроинтел” чи паха тухăçпа савăнтарнă. “Юбилейная-110”, “орловская-96”, луговская-24”, “немчиновская юбилейная”, “спутница”, “узуновская” вика вăрлăхне акса çитĕнентерсе тĕпченĕ.

Участокра нумай çул ÿсекен курăксемпе те ĕçлеççĕ.

Рапс çитĕнтерсе ăна пуçтарса кĕртнĕ. Хирте соя пур, кĕркунне сахăр кăшманне те кăлармалла. Чылай ĕçе пурнăçланă, апла пулин те пуçтарса кĕртмен культурăсем те пур. Кашни кунпа пĕлсе усă курмалла. Акă, çитес вăхăтра çĕр улми кăлармалла. Ир пулакан «иккĕмĕш çăкăра» июль уйăхĕнчех пухса кĕртсе тĕпченĕ. “Фелокс,” “беллароза” сортсем кашни гектартан 170—172 центнер тухăç панă. “Розалинда”, “колетте” вăрлăхсен те тухăçĕсем япăх мар. Крахмал шайĕ те кашни вăрлăхра пĕр пек мар. Сортсем тĕрлĕ тухăç пани çанталăк условийĕсенчен те чылай килет. Çавăнпа та вăрлăха пĕр çул сăнанипех пĕтĕмлетÿ тума иртерех иккен. “Кăçал çĕр улми вăрлăхĕн çĕнĕ йышши сорчĕсене, тĕслĕхрен “миранда”, “ родрига”, “моцарт”, “ василек”, “Екатерина”, “матушка” пĕрремĕш çул çеç лартнă. Вĕсен тухăçне тĕрĕслемелле”,— тет Ю.Антонов агроном.

Участокăн 95 гектар çĕр лаптăкĕ пур. Ĕçченсем тăрăшуллă пулни, техника лайăх ĕçлени ĕçсене вăхăтра пурнăçлама май парать. Акă, вĕсем вăхăтра çĕр хатĕрлесе кĕрхи культурăсене акса хăварма та ĕлкĕрнĕ. Пухса кĕртнĕ сортлă вăрлăхсене С.Евграфовăпа Н.Волкова алланă. М.Спиридонова, О.Грачева, Л.Алексеева, В.Голыева, А.Краснова, Л.Морозова ĕçченсем тăрăшуллă. Çуллахи кану вăхăтĕнче шкул ачисем те кунтах тăрăшнă. Кольăпа Костя Черновсем, Снежанăпа Саша Грачевсем, Лизăпа Лена Спиридоновасем, Алина Котова, Маша Голыева, Анжела Антонова пĕр ĕçрен те пăрăнман. А.Игнатьев, А.Алексеев трактористсем те шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Туслă коллективра çеç ÿсĕмсем тума май пур.

Сăнав участокĕ, пĕтĕмĕшле илес пулсан элита вăрлăхсем хатĕрлет, ял хуçалăх предприятийĕсене сĕнет. Уйрăм хуçалăхсем те паха тухăç паракан культурăсене çитĕнтерМе пултараççĕ. Мускавран, Германирен те çĕнĕ вăрлăхсене тĕпчеме, çитĕнтерме посылкăпа ярса параççĕ. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ вĕсем.

— Паянхи кун сорт участокĕ мĕнле пурăнать?— кăсăклантăм эпĕ.

— Çăмăлах мар. Апла пулин те пуçа усмастпăр. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени пулăшать. Ĕçченсем тăрăшулли пулни те ĕçе вăхăтра пурнăçлама май парать. Тăрăшса шав малалла утатпăр. Пурлăхпа техника бази пуян пулни те пирĕн ĕçе çăмăллатать. Элита вăрлăхсене ятарлă супер петкуспа алласа хатĕрлетпĕр.

Кашни çитĕнтерекен вăрлăхпа уйрăмшарăн ĕçлетпĕр. Унăн ÿсĕм хăвăртлăхне те, хăш тăпрана килĕштернине те, чир-чĕре тÿсĕмлине те, вырăнти çут çанталăка еплерех хăнăхса пынине те сăнамалла. Çапла майпа пин-пин сорта тĕпчемелле, вĕсенчен хăшне суйласа илмеллине, ăна производствăра акса тумаллине тĕрĕс палăртмалла. Пирĕн ĕçрен ял хуçалăхĕнче паха тухăç илесси нумай килет. Ĕç яваплă та кăткăс тесех калас килет. Анчах та юлашки вăхăтра республикăри сортсем сăнакан хăш-пĕр участоксем хупăнни шиклентерет те, пăшăрхантарать те»,— тет Н.Чернова.

Нĕркеçри сорт участокĕ 1937 çултанпа пысăк ĕç тума ĕлкĕрнĕ, вĕсем сĕннипе чылай хуçалăх çĕнĕ сортсем акса çи-тĕнтернĕ. Паха опыта ыттисем вĕреннĕ, лайăх вăрлăх хатĕрленĕ. Кунта чылай çул агрономра ĕçленĕ çынсене те асăнса хăварас килет. С.А.Михайлов, Е.И.Беляева, Д.В.Немцев, П.А.Васильев, А.Т.Ванюшкин, В.И.Пильщиков, Н.И. Волкова, О.В.Шатилов агрономсем хăй вăхăтĕнче чылай ĕç пурнăçланă, тав сăмахне тивĕçнĕ. Ырми-канми тăрăшнă ĕç ветеранĕсене те ырăпа аса илеççĕ кунта. Н.В.Плеткин, М.М.Смолин, Н.А.Антонов, В.Г.Кошкин, А.С.Плеткина, Л.Н.Порядкова та хăйсене шанса панă ĕçе вăхăтра, пахалăхлă пурнăçланă.

Хăй вăхăтĕнче кĕрлесе çеç тăнă участок малашне тата вăйлăрах аталанса пырасса шанас килет. Ăнăçу сунатпăр вĕсене!

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика