03 сентября 2008 г.
Пирĕн район территорийĕнче хамăр ентешсем çеç мар, ют çĕршыв çыннисем те преступлени тăваççĕ. И.Гарифзянов çулталăк каялла Тутарстан республикинчи Кайпăç районĕнчи пĕр яла амăшĕпе килет. Ĕçе вырнаçасси çинчен шутламан, вăхăтлăх регистраципе пурăннă. Ку вăхăтра чылай преступлени тума ĕлкĕрет.
Кăçалхи июнь уйăхĕнче вара пирĕн районти Александровка ялне çитет. Пуш çуртра çĕр каçнă хыççăн, ал айне лекнĕ велосипеда илсе тарать. Анчах та ăна кĕçех ярса тытаççĕ. Пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсен аллине çакланман пулсан тата мĕн хăтланĕччĕ-ши?
Источник: "Каçал Ен"