АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăшăрне хÿтĕленĕшĕн штраф тÿленĕ

27 августа 2008 г.

 

Пултаруллă та маттур хĕрарăмсем пурринччен тĕлĕнме те кирлĕ мар. Вĕсенчен пĕри —Урмаел ялĕнче пурăнакан Альфия Хисамова. Вăл мăшăрне “ çăлас” тесе темĕн те тума хатĕр иккен.

Акă, кăçалхи май уйăхĕн 27-мĕшĕнче 15 сехет те 30 минутра Комсомольски ялĕ çывăхнелле милици сотрудникĕсем ВАЗ-21103 автомашинăна чарма тытăнаççĕ. Анчах та руль умĕнче ÿсĕр ларакан В.Хисамов чарăнмасть. Инçерех кайса мăшăрне руль умне лартать. Анчах та çакна милици ĕçченĕсем асăрхаççĕ, йĕркене пăхăнманшăн протокол çырма пикенеççĕ. А.Хисамова майлă вăхăтпа усă курса милиционер аллинчи протокола çурса тăкать, ун çине аллине те çĕклет.

Кун пек хăтланнăшăн вара явап тытма, суд тенкелĕ çине ларма тивнĕ. А.Хисамовăна РФ Уголовлă Кодексĕн пĕрремĕш пайĕн 318-мĕш статйипе

айăпланă. Унăн 10 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика