27 августа 2008 г.
Кашни тăрăхăн, ялăн, хулан, республикăн, çĕршывăн палăрăмлă, хаклă вырăн пур. Пирĕн районти Çĕнĕ Мăрат ялĕнчи çак вырăн — кивĕ шкул çуртĕнче 18 çул каялла йĕркеленĕ тавра пĕлÿ музейĕ. Чăн-чăн тупра вăл, пурлăх арчи. Кунта çак тăрăхри ялсенчи паллă çынсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартакан çĕр-çĕр документ, сăн ÿкерчĕк, иртнĕ ĕмĕрсенче пурăннă çынсем тата халĕ хуçалăхра, кил-çуртра усă куракан япаласем...
Несĕлĕмĕрсем
пилленĕ хаклă «арча»
Çĕнĕ Мăратри музее 1987 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче В.В.Басников пуçарăвĕпе тума пуçланă. Шăпах çав çул «Заря» колхоз йĕркеленнĕренпе 50 çул пулнă. Çавна май колхоз правленийĕнче чылай документ пуçтарăннă. А.Е.Токмаков, Н.А.Ильин, В.И.Кириллов, Я.Н.Никифоров, Г.И.Басников каникул вăхăтĕнче тĕрлĕ музейсене кайса çÿренĕ, тăван ялта музей тăвас ĕçе кÿлĕннĕ.
Материалсем пухас ĕçре Тихон Игнатьевич Игнатьевăн тÿпи пысăк. Вăл хăйĕн авалтан килекен йăх-несĕл тымарĕсен ĕçĕ-хĕлĕн историне тĕпчеме пултарнă. 1770 çулхи перепиç те вăл тупнă материалсемпе пĕр килет. Н.Д.Немцев, Ю.В.Скворцов архивсене кайса çÿренĕ. Райкомăн идеологи енĕпе ĕçлекен 2-мĕш секретарĕ Е.Н.Игонин, орготдел ĕçченĕ В.Я.Григорьев, «Заря» колхозăн профком председателĕ И.С.Зайцев, Е.Н.Никифоров учитель, С.И.Борисов завуч çывăхри ялсен историне, ĕçне-хĕлне тĕпченĕ. Çак сăваплă ĕçре колхоз правленийĕ нумай пулăшнă. Кирпĕч тата çурт-йĕр тумалли ытти материалсем илсе панă.
Çапла майпа 1990 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче (çак çул Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 45 çул пулнă) Çĕнĕ Мăратра музей уçăлнă. Таврара кун пек музей пулман та. Ахальтен мар 1990 çулхи раштав уйăхĕнчех ăна «Халăх музейĕ» ят панă. А.Е.Токмаков историк-таврапĕлÿçĕ унта 15 çул заведующире ĕçленĕ. Музей уçас шухăшлă чылай çын кунти пурлăх çурчĕпе паллашнă.
Чăваш культурине тĕпчеме унта тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килсех çÿренĕ. Ульяновск, Иркутск облаçĕсенчен, Красноярск тăрăхĕнчен, Германири Гамбург хулинчен... Уйрăмах ют çĕршыври нимĕç студенчĕсен делегацийĕпе тĕл пулни кунти таврапĕлÿçĕсен асĕнче юлнă. Кăсăкли нумай пулнă 15 студентран тăракан ушкăншăн пирĕн таврара. Чăваш, тутар туйĕсенче те пулса курнă çамрăксем. Чăваш халăхĕн ăста аллисем хатĕрленĕ пир тăрăхĕсем вĕсене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ. Пирĕн несĕлсем çак ытарайми тупрана хăйсем тума пултарнине ниепле те ĕненесшĕн пулман. Паллах, ахаль станокра çавăн пек илем ăсталаса кăларма пулнине кам ĕненĕ;
Нимĕнпе виçейми пурлăх
Чăннипех те музейре укçа-тенкĕпе виçейми хаклă пурлăх упранать. Тĕрĕсех ĕнтĕ ку. Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан Ф.Мазова (Хветуç аппа тетпĕр) ĕçленĕ çĕртенех пир вырăнне пире «Текех унпа тĕртеймĕп те пулĕ, çамрăк ăру курса тĕлĕнтĕр», — сăмахсемпе музей валли пама кăмăл турĕ. Кун пек паха экспоната тата ăçтан тупайăн?!
Шел пулин те, пирĕн хушăра тăван культурăна, мăн асатте-мĕрсен йăли-йĕркине хисеплеменнисем пурах çав. Пулăшас вырăнне сăтăр тăваççĕ. Музейрен чиркÿ чанĕ, патефон çухалнăччĕ.
Асран каймасть тăван кĕтес
Çĕнĕ Мăратри халăх музейне халĕ те инçетри республикăсенчен, хуласенен час-часах килсе çÿреççĕ. Кăçалхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче музее биологи наукисен доценчĕ Дина Тимофеевна Горскаяпа паллă художествăлла фотограф Генрих (Геннадий) Тимофеевич Куприянов килса çитрĕç. Инçетри чăваш ялĕнче мĕн çухатнă вĕсем тетĕр пулĕ? Вăрттăнлăхне уçам. Шупашкар районĕнчи Мăштавăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Тимофей Куприянова Патăрьел районĕнчи Турхана ĕçлеме янă. Кунта 1939 çулта Гена çуралнă. Каярах Çĕнĕ Мăратри лесничествăна ĕçлеме куçнă. Мăшăрĕ Анастасия Корниловна çак ялтах учительте тăрăшнă. Часах Куприяновсен хĕр çуралнă. Генăпа Дина Çĕнĕ Мăратри шкулта темиçе çул пĕлÿ пухнă...
Çĕнĕ Мăрат мăнаçĕ — Куприянов
Казахстанри Астана хулинче пурăнакансем Генрих Тимофеевича (ют çĕршывра художествăлла фотоÿкерчĕксем тăвас пултарулăхĕпе нумай профессионала тĕлĕнтернĕ пулсан та!) ытларах Турă пилленĕ стоматолог пек йышăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ Генрихра чаплă математика курнă, анчах та лешĕн чунне алла киçтĕк тытасси ытларах илĕртнĕ. Пулас профессие суйлама йывăр пулнă Генриха. Тăванĕсем сĕннипе малтанах Мускаври И.М.Губкин ячĕллĕ нефтьпе газ институтне вĕренме кĕнĕ. Анчах çур çултанах ăна пăрахса Донбасри стройкăна çул тытнă. Хула хаçатĕнче вăл хăйĕн çыру ĕçĕсемпе В.Труханов тĕп редактора тĕлĕнтернĕ. Тен, ăна М.Горький ячĕллĕ тĕнче литературин институтне кайма çакă хăпартлантарнă та. Часах шухăшĕ улшăннă Генрихăн. Тен, Раççейри авалхи университетĕнчи журналистика факультечĕ; Çук. Хусанти медицина институчĕ çинче чарăннă çамрăк. Ыттисемпе танлаштарсан, суйласа илнĕ факультетра 5 çул çеç вĕренмелли илĕртнĕ ăна. Стоматологи. Нихçан илтмен латин сăмахĕ. Мĕне пĕлтерет-ши тата; Часах пулас професси кăсăклантарма пуçланă студента. Аван ĕлкĕрсе пыраканскере И.М.Оксман профессор асăрханă, аспирантурăра вĕренме сĕннĕ. Анчах Генрих килĕшмен. Хăйĕн профессийĕпе ĕçлеме пикеннĕ.
... Пĕрремĕш фотоаппаратне («Зенит») диссертаци çырнă çĕрте ÿкерчĕксем вырнаçтарма туяннă. Анчах... Хÿтĕлемен ăна вăл. Объектив линзи витĕр Генриха çĕнĕ тĕнче курăнса кайнă. Асамлăх тĕнчи. «Унтанпа фото ÿкересси — манăн тĕп киленÿ. Маншăн тĕс, ĕмĕлке, йĕри-тавралăхри кăмăл-туйăм — пурнăç илемĕ», — тет ентешĕмĕр. 30 çула çитсен фотоаппаратпа туслашнăскершĕн чи çывăххи — лирика пейзажĕ. Генрих Куприянов фотоÿкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ выставкăсен шутне те пĕлеймĕн.
Хальхи вăхăтра вăл çемйипе Казахстанри Астана хулинче пурăнать. Астана — Генрих Тимофеевич пурнăçĕнчи виççĕмĕш хула. Малтанах Целиноград, Акмала хулисенче пурăннă пултаруллă стоматолог.
Аякри хăнасем — пысăк парнепе
Паллă фотографăн йăмăкĕ, Дина Тимофеевна Горская — биологи наукисен кандидачĕ, Мускавра пурăнать. Çулсеренех çуралнă тăрăха килсе курма васкать. «Аваллăх çуртне» уйрăмах кăмăллать вăл. Кашни çулах (нумай мар пулин те) укçа-тенкĕпе пулăшать аякри хăна. Çапла майпа унăн несĕл-тымарсен историне малашнехи ăру валли тивĕçлĕн упраса хăварасси пысăк пĕлтерĕшĕлине палăртать. Кăçал пиччĕшĕпе йăмăкĕ тăван тăрăха иккĕшĕ те килсе çитрĕç. Музей валли калама çук пысăк парне — 19 (Г.Куприяновăн ĕçĕсем) фотокартина илсе килнĕ вĕсем. Ку вăл музейшĕн те, халăхшăн та пĕлтерĕшлĕ пулăм. Таçти инçетри тĕнче хĕрринче пурăнсан та тăван кĕтесе манманни, унпа çирĕп çыхăну тытни чăннипех те сăваплă.
Музей — ĕлĕкхи пурнăç, пирĕн йăх-несĕлсен тымарĕсен ĕçĕ-хĕлĕн таса тĕкĕрĕ. Унта аваллăх сывлăшĕ, йăли-йĕрки, терт-нуши, савăнăçĕ... Виçесĕр мул.
Кăçалхи çĕнтерÿ кунĕнче музей 18 çул тултарчĕ. Анчах та кунта халĕ те ăшă кĕртмен. Курма килекенсемшĕн çакă кăмăллах мар пулĕ. Çак тарана çитсе те музей çурчĕн урам енчи сăн-сăпатне илемлетсе çĕнетме спонсорла пулăшу сĕнекен питех пулмарĕ. Район администрацийĕн, Тукай ял поселенийĕн ĕçченĕсем тата ыт. те тĕплĕ юсав мар пулсан та, музей сăн-сăпатне лайăхлатас ĕçре пулашу парасса шанас килет. Çапла майпа аваллăх тĕкĕрне упраса хăварма пулать-çке!
Источник: "Каçал Ен"