27 августа 2008 г.
Çĕр пирĕн пуянлăх тетпĕр. Вăл пире тăрантарать, пурнăçа саплаштарса пыма май парать. Шел пулин те, Раççейре çĕршер пин гектар, республикăра вуншар пин гектар çĕр усă курмасăр выртать. Ку енĕпе пирĕн районта та ĕçлесе çитернĕ тесе калаймăн. Çапах республикăри районсемпе танлаштарсан, усăсăр выртакан çĕр лаптăкĕсем сахалрах. Апла пулсан Комсомольски тăрăхĕнчи халăх ĕçлет, малашлăха ĕмĕтленет. Пасар экономики ĕçе кĕнĕ май-ши, тен, руководительсем çаврăнăçуллах пулманнипе, районти чылай хуçалăх пĕтсе ларчĕ. Ĕçченĕсем хастар, пурлăх никĕсĕ çирĕп хуçалăхсемех нишлĕхе юлчĕç е саланса кайрĕç. Унти çĕрсемпе усă куракансем те тупăнчĕç. Тупăнчĕç тени тĕрĕсех те мар пулĕ, ăнăçлах ĕçлеççĕ, тухăçлă тырпул, çĕрулми, пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ.
Кăçал ЧР Президенчĕ сухаламан-акман çĕрсене çаврăнăша кĕртме ятарлă саккун йышăннăччĕ. Вăл республикăра пурнăçланса пырать. Пирĕн районта та ку енĕпе çине тăрсах ĕçлеççĕ. Мĕн палăртнине акса хăварнă, кĕр тыррисем валли те таса пусăсем хатĕрленĕ. Районта усă курман çĕрсене арендăна илеççĕ, ял халăхне те нимсĕр хăвармаççĕ.
«Красный маяк» ял хуçалăх кооперативĕ, «Комсомольский» совхозран уйрăлнăранпах, лайăх енĕпе палăрса тăман. Уй-хир культурисен тухăçĕ пĕчĕк пулнă, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ чакса ларнă, пурлăх никĕсĕ япăхланнă, сухалакан çĕрсем çинче çумкурăк кăна мар, йывăçсем те тымар янă. Тин çеç йĕркеленнĕ «Нива» агрофирма вăл çĕрсене арендăна илме шутланă. Малтанхи çулсенче хирсенчи çумкурăка тасатма çăмăл пулман. Гербицидсемпе усă курни, агротехника ĕçĕсене пахалăхлă пурăнăçлани хăйĕн çимĕçне панă. Агрофирма япăх мар çĕр улми туса илнĕ.
Паянхи кун «Нива» агрофирма» ООО «Красный маяк» ял хуçалăх кооперативĕн сухалакан пур çĕрне те арендăна илнĕ. 900 гектара яхăн йышăнать вăл. «Вĕсенпе тĕпрен илсен пуринпе те усă куратпăр. Хура пусă хăварнă вырăна кĕр тыррисем акасшăн. Паллах, çийĕнчех пысăк тухăç илме çук. Темиçе çул усă курмасăр выртнă çĕрĕн пулăхлăхĕ те чакнă, çумкурăка та тăруках пĕтерме çук», — тет «Нива» агрофирма» ООО генеральнăй директорĕ Н.М.Перьев. Кăçал вĕсен 300 гектара яхăн лаптăк çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарса кĕртмелле. Вырма вĕçленсе пырать. КЗС-7 «Полесье» комбайнпа пĕчченех Алексей Карзаков тăрăшать. Тырра çапса тĕшĕленипе пĕрлех вăл улăма вĕтетсе хире сапаласа пăрахать. Ун хыççăнах дискатор е дисклă сÿресем çаклатнă МТЗ-1025 тракторсем пыраççĕ. Хирсенче пĕр вăхăтрах тырпул пуçтарса кĕртеççĕ, çĕре те кăпкалатса пыраççĕ. Виктор Карзаков, Дмитрий Родионов, Алексей Мартынов, Андрей Захаров, Радий Басников хирте 2 сменăпа вăй хураççĕ. В.С.Юманов, А.Г.
Орешкин агрономсемпе пĕрле йĕтем çинче пулса куртăмăр, хирсем тăрăх çÿрерĕмĕр. Пур çĕрте те ĕç шавĕ тăрать. Тырă выраççĕ, йĕтем çине килнисене сăвăраççĕ, алласа тасатаççĕ, çĕр хатĕрлеççĕ.
Тасатнă тырра çĕр пайĕшĕн халăха та валеçсе параççĕ. «Вăл тырра илнĕ чухне çеç Кĕçĕн Каçал тата Эткер ялĕсенче çавăн чухлĕ çын пуррине куртăмăр, — тет Николай Митрофанович. — Ĕçлеме вара çынсене айккинчен, ытти ялсенчен тытатпăр. Паянхи пурнăç çĕр ĕç технологине çĕнетсе пыма ыйтать. Ăна пурнăçлас тесен ăста, хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлакан, квалификациллĕ механизаторсем кирлĕ. Мĕн май килнĕ таран çĕнĕ техника туянма тăрăшатпăр. Удобренисĕр тырра та, çĕрулмине те акас килмест. Мĕн çитĕнтернине çĕр айне хăвармалла мар. Çавăнпа та урăх ялсенчен килекен çынсене килĕшÿпе ĕçе илетпĕр. Лару-тăру çăмăл мар».
Йĕтем çинче уçă çĕрте выртакан тырă çукпа пĕрех. Пурте çивитти айĕнче. Кĕçĕн Каçал тата Эткер ял халăхĕ çĕр тырри илетчĕ. Тырă таса, пĕрчисем шултра. Агрофирма правленийĕ усă курнă çĕршĕн (çĕр пайĕ пур çынсене) 300-шер килограмм тырă уйăрма йышăннă. Тухăç аван. Кашни гектартан 25 центнертан кая мар тырă пуçтарса кĕртесшĕн. Ку кăтарту малтан шутласа пăхнă тăрăх анчах. Кăçал кĕр тыррисем 300 гектар акса хăварасшăн. Çĕр хатĕрлес ĕç пырать.
Йĕтем çине тепĕр хут таврăнар-ха. Кунта кунсерен 11 çын ĕçлет. Вĕсенчен çурри — ют ялсенчен килнисем. «Тăрăшаççĕ, кашни уяр кунпа усă курса юласшăн», — паллаштарать йĕтем заведующийĕ В.Шадрина. Тырă аллакан, сортлакан, сăвăракан машинăсене А.Затонский пăхса тăрать. Ю.Алякин водитель таса тырра кĕлетсене турттарать. «Уй-хир—йĕтем» маршрутпа Н.Макаров водитель çÿрет.
«Нива» агрофирма» ООО дирекцин тĕллевĕсем пысăк. Çитес çул усă курман пĕр лаптăк çĕр те хăвармалла мар. Çакна тума вĕсен хăвачĕ çитетех.
Источник: "Каçал Ен"