27 августа 2008 г.
1938 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче пирĕн районта сывлăха сыхлас ĕнĕпе ĕçлекен учреждени уçăлнă. Ун чухне чирлисем улăм тултарнă тапчансем çинче выртнă, пÿлĕмсене кăмакапа хутса ăшăтнă. Электричество çути пулманран операцисене автомашина фарисен çутипе ирттернĕ. Чирлисене киле пырса сиплеме питĕ хĕн пулнă.
Августăн 22-мĕшĕнче “Комсомольское” культурăпа кану центрĕнче район больницин 70 çулхи юбилейне халалласа уяв иртнĕ. Район пуçлăхĕ Г.Волков салам сăмахĕ каланипе пĕрлех район администрацийĕ медицина оборудованийĕ туянма 100 пин тенкĕ парассине пĕлтернĕ. Çавăн пекех ĕçченсене ЧР сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Н.Лисенкова саламланă. Н.Суслонова министрăн саламне вуласа панă.
Уявра сывлăх хуралĕнче тăрăшакансене ЧР сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин, район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе, Хисеп грамотисемпе чысланă. Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин грамотисене Л.Петрова фельдшер, М.Артемьева врач-стоматолог, Ф.Асейнов врач-анастезиолог-реаниматолог, А.Каринкина, В.Максимова медсестрасем, Анат Тимĕрчкассинчи фельдшер-акушер пункчĕн заведующийĕ М.Плешкова, Е.Галзанова санитарка, А.Дьяконов водитель тивĕçнĕ. Çав кунах больницăра районти сывлăх сыхлавĕн музейĕ уçăлнă.
Источник: "Каçал Ен"