23 августа 2008 г.
Паянхи кун руль умĕнче ларса пыракан хĕр е хĕрарăм никамшăн та тĕлĕнтермĕш мар. Вĕсенчен ытларахăшĕ çăмăл автомашинăсем çинче. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, халĕ автоçулсем çинче машинăсен юхăмĕ пысăк. Транспорт ха-тĕрне çамрăкки те, ватти те тытса пырать. Пытарма кирлĕ мар, вĕсен хушшинче ятарласа автошкул курсĕ витĕр тухманнисем те пур.
Комсомольскинче çуралса ÿснĕ Галина Николаевна Семенова ачалăхра шофер пулатăп тесе шутламан та пулĕ. 1965 çулта ялти вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкара çул тытнă. Унта пир-авăр комбинатне ĕçе вырнаçнă. Пĕр вăхăт кунта вăй хунă хыççăн автошкула вĕренме кĕрет. 4 уйăхран водитель удостоверенине илет. Вăл вăхăтра хĕр-шофер, тен, модăра та пулнă пулĕ; Трасса çинче руль тытса пыракан хĕрарăмсене питех курайман.
Галина Николаевна 1969 çулта Шупашкарти çыхăну автобазине ĕçе кĕрет. Ăна «Москвич» çăмăл машина шанса параççĕ. Унпа ăçта кăна çитмен-ши, миçе çухрăм хыçа хăварман? Çырусем, телеграммăсем, посылкăсем клиентсем патне çитерсе панă, районсенчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсене çитнĕ. «Руль умĕнче хĕрарăм ларса пынине курсан, арçынсем сигнал паратчĕç. Çул çинче автомобиль çĕмĕрĕлсе ларсан тÿрлетме пулăшатчĕç. Тем те курнă, темĕнле ларă-тăрăва та лекнĕ. Ун чухне асфальтлă çулсем сахал пулнă. Такăр мар çулсем тăрăх çÿреме çăмăл мар. Водителĕн яваплăха туймалла. Коллективра эпир 200 çынччĕ. Хĕрсем 4—5 анчах пулнă. Тоня, Рая... Ытти ятсем вăхăт иртнĕçемĕн пуçран тухса ÿкнĕ»,— каласа парать Галина Николаевна. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Çыхăну системинче маттур водитель 26 çул вăй хунă. Кашни кун рейс, кашни кун яваплăх. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн Г.Семенова Шупашкарти «Чăваш пичет» киоскĕнче хаçат-журнал сутнă. Хастар ĕçшĕн ăна медальсемпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă. Çакă вăл чăннипех те пултаруллă пулнине çирĕплетет.
Эпир пултаруллă хĕрарăмпа Комсомольскинче курса калаçрăмăр. Вăл хальхи вăхăтра 90 çула çывхарнă амăшне, Варвара Евдокимовна Галзановăна, пăхать. «Профессиллĕ чир пулĕ. Çан-çурăм, шăм-шак сурать, пилĕк ыратать. Эпĕ район центрĕнче, çыхăну уйрăмĕнче вырнаçнă сиплев учрежденине пытăм. Зинаида Петровна Лебедева врач мана кăмăллăн кĕтсе илчĕ, кирлĕ сĕнÿсем, канашсем пачĕ. Çакă усса кайрĕ. Халĕ хама лайăх туятăп»,— тет Галина Николаевна. Вăл пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ, 2 мăнук пур. «Манăн кинĕм пекки тĕнчере те çук пулĕ. Ырă кăмăллă, тарават. Тата темĕнле лайăх сăмах та калама хатĕр»,— калаçать ĕç ветеранĕ. Пурнăçра малашне те ыррине, лайăххине çеç илтесчĕ.
Источник: "Каçал Ен"