АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔРЕНТЕКЕНСЕМ ПУЛТАРУЛЛĂ, АЧАСЕМ ТĂРĂШУЛЛĂ

23 августа 2008 г.

 

Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Çавна май çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче районти учительсен конференцийĕ иртрĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н.А.Максимов çак конференцие ертсе пычĕ. Вăл 2007—2008 вĕренÿ çулĕнчи пĕтĕмлетÿсемпе паллаштарчĕ. Никольский ячĕллĕ педколледж представителĕсем абитуриентсене илме хатĕррине пĕлтерчĕç. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсен методисчĕ М.В.Иванова, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ С.В.Михайлова, Комсомольски 2-мĕш вăтам шулĕн директорĕ Г.Е.Длинов, Александровка вăтам шкулĕн директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ С.В.Антонов, районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ В.А.Кондратьев, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспектор Р.Н. Жукова, район пуçлăхĕн заместителĕ Б.М.Каринкин тата ыттисем те сăмах илчĕç. Вĕсем вĕрентÿ ĕçĕнчи паянхи кун кăсăклантаракан, тăхтаса тăмасăр татса памалли ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç. Вĕрентÿ ĕçĕнче уйрăмах палăрнисене район пуçлăхĕн çумĕ Б.М.Каринкин, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н.А.Максимов Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулне уйрăмах лайăх хатĕрленнĕ шкулсене районти вĕрентÿ пайĕн инспекторĕ В.И.Кириллов палăртрĕ, парнесемпе чысларĕ.

Н.А.Максимов анлă доклад турĕ. Унта вĕрентÿ ĕçĕнче пурнăçланă тата малашне туса ирттермелли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. «Вĕрентÿ» приоритетлă наци программине пурнăçлас тĕлĕшпе районта нумай ĕç тунă, тĕллевсем татах та пур. Эпир Николай Аркадьевичăн докладне кĕскетсе пичетлетпĕр.

— Пирĕн педагогика форумĕ Чăваш Республикинче вĕрентĕве аталантармалли 2040 çулчченхи стратегилле плана йышăннă вăхăтра иртет. Юлашки 10 çул хушшинче вĕрентÿ системинче чылай улшăну пулчĕ. Çакă пирĕн районти шкулсенче те сисĕнет. 2006 çултанпа пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 9 вăтам шкул инновациллĕ вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинчи конкурса хутшăнать. Унта Комсомольски 2-мĕш тата Тукай Мишер вăтам шкулĕсем хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç, 1 миллион тенкĕлĕх грантне илме тивĕçлĕ пулчĕç. Çавăн пек конкурссене хутшăнни паха, вĕрентÿпе пурлăх никĕсне çирĕплетме май парĕ. Малашне районти ытти шкулсем те çакăн пирки шутласа пăхасса, кирлĕ документсем тăратасса шанас килет.

РФ Президенчĕн 2006 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнчи Указĕпе Раççейри 10 пин учителе профессиллĕ ăсталăхшăн тата вĕрентÿ ĕçĕнче палăрмаллах тÿпе хывнăшăн 100 пин тенкĕ укçа-тенкĕ параççĕ. Çак тапхăрта ăна Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи информатика учителĕ Л.Н.Глинкина, Хирти Явăш вăтам шкулĕн директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Г.Зайцева, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе тата литературипе вĕрентекен С.В.Михайлова, Александровка пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти историпе вĕрентекен С.В.Антонов тивĕçнĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕн Грантне районти 4 педагог çĕнсе илнĕ. Вĕсем — Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи Т.П.Титовпа П.В.Родионов, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи Г.Н.Петров, пĕрремĕш номерлĕ «Колосок» ача сачĕн воспитательници И.В.Николаева. «Вĕрентÿ» приоритетлă наци проектне пурнăçланă май талантлă 17 çамрăка ЧР Президенчĕн гранчĕсене уйăрса панă. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче ăс пухакан 35 вĕренекене, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн, тарăн пĕлÿпе палăрнăшăн район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе уйăхсерен ятарлă стипенди тÿлесе тăраççĕ.

«Луч» ял хуçалăх кооперативĕн правленийĕ Анат Тимĕрчкасси вăтам шкулĕнче вĕренекенсем валли, Тăманлă Выçли вăтам шкулĕ хăйĕн вăйĕпех шкулта пĕлÿ илекенсене стипендисем парса тăраççĕ.

2007 çулта пур шкулсене те интернетпа çыхăнтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине палăртмалла. Кăçалхи вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле компьютерсемпе татах та пуянлантăмăр. Вĕсен йышĕ 228 комплект чухлĕ ÿснĕ. Халĕ пирĕн шкулсенчи 16 вĕренекене 1 компьютер лекет. Паянхи кун вĕрентÿ учрежденийĕсенче 45 компьютер (информатика кабинечĕсенчисене шутламасăр), лазерлă 62 принтер, 36 сканер, цифрăллă 17 фотоаппарат, цифрăллă 4 видеокамера, мультимедийлă 14 проектор, интерактивлă 2 доска пур.

Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районти шкулсем хими, биологи, физика, вырăс чĕлхипе литературин, математика кабинечĕсем валли вĕрентÿ тата кăтарту хатĕрĕсен 9 комплектне илчĕç. Вĕрентÿ учрежденийĕсем çĕнĕ йышши, паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен оборудованипе пуянлансах пыраççĕ. 2006—2007 вĕренÿ çулĕнче райо н шкул автобусĕсем 3 туяннă. Çакă 500 ытла вĕренекене шкулсене вăхăтра илсе çитерме май парать.

Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн класс руководителĕн статусне нормативпа çирĕплетнĕ. Çакă учительсене татах та тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантармалла.

Пĕтĕмшле пĕлÿ паракан 20 учрежденире вĕренекенсен хăйтытăмлăхĕ пур. Районĕпе çамрăксен «Молодая гвардия «Единой России» пĕрлешĕвĕ тата ЧР Пĕтĕм тутарсен обществăлла центрĕн çамрăксен уйрăмĕ вĕренекенсене пĕлÿ парас, тавракурăмĕсене аталантарас, обществăлла ĕçсене хутшăнтарас тĕлĕшпе витĕмлĕ ĕç тăваççĕ.

Каникул вăхăтĕнче 3025 ача тĕрлĕ майпа ĕçлесе каннă. Ачасен канăвне йĕркелес тĕлĕшпе РФ социаллă страхованин Чăваш Республикинчи регионти фончĕ, «Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» патшалăх учрежденийĕ, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем чылай пулăшу параççĕ.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсене çĕнĕ системăпа ĕç укçи тÿлеме пуçланă. Çакăн çине иртнĕ çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕтĕмĕшле куçнă, хăш-пĕр шкулсенче пĕчĕккĕн вăл система çине кĕнĕ.

Пĕрлехи патшалăх экзаме-нĕсем çинче чарăнса тăрар-ха. Вăтам шкул пĕтерекенсем пурте (418 ача) математикăпа тата вырăс чĕлхипе экзаменсем панă. Вĕренекенсем вăтамран вырăс чĕлхипе 3,4 балл, математикăпа 3,8 балл илнĕ. Вырăс чĕлхипе Комсомольски 2-мĕш, Асанкасси, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Тăманлă Выçли, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем лайăх пĕлÿпе палăрнă. Çав вăхăтрах Аслă Чурачăк, Хирти Явăш, Хирти Мăнтăр, Нĕркеç, Тукай Мишер вăтам шкулĕсенче пĕлÿ илекенсем япăх паллăсем илнĕ. Асăннă шкулсен директорĕсен апла пулсан кирлĕ пĕтĕмлетÿсем тумаллах.

2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем саккунпа килĕшсе тăрĕç. Çавăнпа та халиччен пулнă эксперименталлă çăмăллăхсем начар паллă илнĕ вĕренекене балл хушса памĕç.

Математикăпа районти вĕренекенсем пĕрлехи экзаменсене ăнăçлăрах тытнă. Ку енĕпе Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекенсем палăрнă. Асанкасси, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Нĕркеç, Урмаел, Çĕнĕ Мăрат, Тăманлă Выçли вăтам шкулĕсенче вĕренекенсене те ку предмета çине тăрса вĕрентеççĕ. Темиçе çул ĕнтĕ Аслă Чурачăк, Шурут, Хирти Явăш вăтам шку-лĕсенче вĕренекенсем пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче пĕчĕк балсем илеççĕ. Мĕншĕн; Каллех çивĕч ыйту тухса тăрать.

Пĕтĕмĕшле илсен 2007—2008 вĕренÿ çулне районти вĕренекенсем начар мар вĕçленĕ. 3257 вĕренекенрен 1600-шĕ, е 49,1 проценчĕ «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Вăтам шкул пĕтернисенчен лайăх пĕлÿ кăтарнăшăн 10-шĕ ылтăн, 32-шĕ кĕмĕл медаль илме тивĕç пулнă. Медалистсем ытларах Комсомольски 2-мĕш (17 ача), Урмаел (9 ача), Комсомольски 1-мĕш (6 ача) вăтам шкулĕсенче ытларах.

Районта кашни çулах олимпиадăсем йĕркелетпĕр. Унта 8—11 классенче вĕренекенсем 21 предметпа хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ. Кунсăр пуçне кĕçĕн классем хушшинче вырăс тата чăваш чĕлхисемпе, математикăпа интеллектуаллă вăйăсем, 5—7 классенче вĕренекенсемпе «Юные дарования» математика олимпиади ирттернĕ. Олимпиадăсене районта пĕлÿ илекен 1179 вĕренекен хутшăннă.

Яланхи пекех, Комсомольски 2-мĕш (62 призлă вырăн), Комсомольски 1-мĕш (26 призлă вырăн), Тăманлă Выçли (23 призлă вырăн), Асанкасси, Хирти Мăнтăр, Çĕнĕ Мăрат, Нĕркеç, Аслă Чурачăк (19-шар призлă вырăн) вăтам шкулĕсенчи ачасем тарăн пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă пулни палăрнă. Тĕп шкулсенчен вара малти вырăнсене александровкăсемпе анаттимĕрчкассисем йышăннă. Районта ăмăртни çеç мар, республикăри олимпиадăна та 68 вĕренекен хутшăннă. Ю.Перьев (Тăманлă Выçли, 9-мĕш класс) астрономипе 3-мĕш вырăн, Анастасия Антонова (Александровка, 8-мĕш класс), обществознанипе 2-мĕш вырăн, Эльвира Гайнуллова (Чĕчкен, 9-мĕш класс) тутар чĕлхипе 1-мĕш, Сирине Минетуллина (Тукай Мишер) тутар чĕлхипе 2-мĕш вырăн, Чулпан Шайдуллина (Тукай Мишер) тутар чĕлхипе 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Вĕсене Н.А.Потапов, С.В.Антонов, Р.Р.Мезитова, Г.М. Шайдуллина учительсем пĕлÿ панă.

Районти ачасем спортпа та туслă. 485 вĕренекен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсене çÿреççĕ. Çулсеренех ирттерекен спартакиадăра иртнĕ вĕренÿ çулĕнче вăтам шкулсем хушшинче нĕркеçсем 1-мĕш, асанкассисем 2-мĕш, тăманлăвыçлисем 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Тĕп шкулсенчен Анат Тимĕрчкасси, Хырхĕрри, Александровка шкулĕсем палăрнă. Тăманлă Выçли тата Анат Тимĕрчкасси шкулĕсем çамрăк армеецсен «Орленок» тата «Зарница» вăййисенче çĕнтерчĕç. Тăманлăвыçлисем республикăри ăмăртуран та 2-мĕш вырăнпа таврăнчĕç. Çакăншăн вĕсене ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви интерактивлă комплект парнеленĕ.

Ачасене вĕрентес тата тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе 449 педагог тăрăшать. Вĕсенчен 400-шĕ — шкулсенче, 49-шĕ — шкул çулне çитмен учрежденисенче. Вĕрентекенсен 71 проценчĕн квалификаци категорийĕсем пур. 2007—2008 вĕренÿ çулĕнче 127 педагог аттестаци витĕр тухнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 22-шĕ аслă, 61-шĕ пĕрремĕш, 44-шĕ иккĕмĕш категорине илме тивĕçлĕ пулнă.

Районта çулсеренех ачасене пĕлÿ парас, воспитани енĕпе ĕçлес тĕлĕшпе лайăх енчен палăрса тăракансем сахал мар. Акă, кăçалхи çул Хирти Явăш вăтам шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Т.М.Васильева, Александровка тĕп шкулĕн директорĕн çумĕ С.В.Антонов, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литературин учителĕ Е.И.Лебедева, Урмаел вăтам шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литературин учителĕ М.М.Гибатдинова «РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» знак тата РФ вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе Шурут вăтам шкулĕнчи социаллă педагога А.М.Гаврилова, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн директорне Л.М.Макарована, Хырхĕрри тĕп шкулĕнчи истори учительне Г.А.Белкована наградăланă. Ку вĕрентекенсем çеç мар, хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан, ачасене тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани паракан нумай-нумай педагога асăнма пулать. Вĕсем ачасем çĕршывшăн кирлĕ çынсем пулса ÿсчĕр тесе çине тăраççĕ.

Паянхи кун шкул умĕнче пысăк тĕллевсем. Педагогсен тăрăшулăхĕсĕр вĕсене пурнăçлама май çук. Çавăнпа та районти вĕрентÿ системинче вăй хуракансем малашне те хастар пуласса шанас килет. Сирте вăй-хал тапса тăтăр, сывлăхлă пулăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика