АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСĂРХАНУЛЛĂ ПУЛНИ ХĂВĂРШĂН

23 августа 2008 г.

 

Çулçÿрев хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнисене пула çул çинче тĕрлĕ инкек-синкек сиксе тухать. Шел пулин те, юлашки вăхăтра час-часах çак тĕслĕхсене тĕл пулатпăр. Водитель ÿсĕр пулни, пысăк хăвăртлăхпа çÿрени, асăрханусăрлăх, çуран çÿрекенпе руль умĕнчи пĕрне-пĕри хисеплеменни тĕрлĕ авари патне илсе пырать. Кăçалхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче каçхи 23 сехет те 40 минутра Урмаел ялĕнче ВАЗ-21140 автомашина водителĕ çул çине чупса тухнă çуран çÿрекене çапса хăварнă.

Юлашки вăхăтра çул çинче скутерсем те нумайланса кайнă. Темиçе асăрхаттарнă пулсан та хăвăртлăха чакарма шутламаççĕ «инçе çула васкакансем». Çавна пула тĕрлĕ инкек пуласси паллах.

Нумаях пулмасть (çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче) «Хырай Ĕнел — Анат Тимĕрчкасси» çул çинче «LN500Т-6» маркăллă скутер УАЗ-33036 машина килекен хирĕç (встречная) çул çине тухнă. Пĕтĕмлетÿсем хурлăхлă. Тукай Мишер ялĕнче пурăнакан скутер водителĕ больницăна лекнĕ.

Çавăнпа та тепĕр хут асăрхаттарас килет. Çул çинче асăрхануллăрах пулсамăр. Ку вăл сире сывлăхăра е чылай чухне пурнăçăра сыхласа хăварма пулăшĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика