20 августа 2008 г.
Часах çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисене шкула кайма хатĕрлеççĕ, хут-кăранташ, тумтир, сумккасем туянаççĕ. Паянхи кун шкул ачине тарăн пĕлÿ парас тесен кĕсьене аванах çÿхетме тивет. Шкулсем ачасене кĕтсе илме хатĕр-и? Çак ыйтăва патăмăр шкул директорĕсене.
В.Муллин, Анат Тимĕрчкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ:
— Шкул хатĕр. Сăрларăмăр, тасатрăмăр. Шкулăн 0,8 гектар çĕр пур. Унсăр пуçне 5 гектар çĕр арендăна илнĕ. Унта лартса-акса хăварнă çимĕçсене ачасем çу каçах пăхса тăчĕç. Пулса çитнисене тăварлаççĕ, консервăлаççĕ. Пахчаçимĕçе ытларах ачасене валли апат-çимĕç хатĕрлеме усă куратпăр, тухăç лайăхрах пулсан сутăпăр та.
С.Лукиянов, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн директорĕ:
— Пирĕн шкул çĕнĕ. Анчах та вĕренÿ çулне пачах та хатĕрленмелле маррине пĕлтермест çакă. Тирпей-илем кĕртетпĕр, тасататпăр. Шкул ачасене вĕренме хавхалантартăр. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче эпир кивĕ столовăйпа усă куртăмăр. Кăçал çĕннине хута ярасшăн, оборудовани кĕтетпĕр. Çĕнĕ столовăй ачасене тутлă, пахалăхлă апат-çимĕçпе тивĕçтерессе шанатпăр.
А.Гибатдинова, Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕн директорĕ:
— Вĕренÿ çулне тĕплĕн хатĕрленмесĕр мĕнле кĕтсе илĕн; Коллективри кашни çынах, кашни ачах шкул территорийĕ илемлĕ пултăр тесе тăрăшрĕ. Чĕчкен мечечĕн имамĕ З.Гимаев карта тытма укçа-тенкĕ уйăрса пачĕ. Яланхи спонсорсем те пур пирĕн. Хасиятпа Небиулла Идиатуллинсем, З.Гайнуллов, Р.Салеев, пĕртăван Муллинсем пулăшу ыйтсан е ыйтмасăрах шкулăн пурлăхпа вĕрентÿ никĕсне çирĕплетме пулăшаççĕ. Иртнĕ çул пирĕн шкулти пĕрремĕш класа 8 ача вĕренме илнĕ пулсан, кăçал 9 ача пĕлÿ илме пуçласса кĕтетпĕр.
Ашшĕ-амăшĕсем шкулта ĕçлекенсен йывăрлăхĕсене ăнланни паха. Тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ чухне те алă тăсса параççĕ. Вĕсен пулăшăвĕпех шкулта тата нумай-нумай ĕç пурнăçлатпăр. Шкулăн пурлăх никĕсĕ çирĕп пулсан, ачасен тавракурăмне, пĕлĕвне ÿстерме те условисем пулĕç.
Л.Макарова, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн директорĕ:
— Ачасене вĕри апат çитермеллех. Пирĕн шкула тĕрлĕ ялсенчен çÿреççĕ. Çавăнпа та тăрăшса пахчаçимĕç çитĕнтеретпĕр. Шкул вĕренÿ çулне хатĕр. Пире А.Зайцев спонсорла чылай пулăшу парать. Вăл — попечительсен совечĕн ертÿçи. Унта 9 çын тăрать. Вĕсем шкул пурнăçĕпе интересленеççĕ, мĕн май килнĕ таран пулăшаççĕ.
Кăçал шкул çулне çитменнисен кĕске вăхăтлăх курсĕсене Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнчен те ачасем çÿреме пуçлĕç. Ачасен шучĕ чылай, учительсем вĕсене тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе çине тăрса ĕçлессе шанатăп.
Источник: "Каçал Ен"