16 августа 2008 г.
Александра Васильевна Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕчĕклех ашшĕнчен тăлăха юлнă. Ашшĕ 1943 çулта Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă. Амăшĕ виçĕ хĕрне пĕчченех пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Хĕр шкул пĕтерсен медсестрасен Патăрьелĕнчи 8 уйăхлăх курсĕнче вĕреннĕ. Фельдшер пункчĕн заведующийĕнче, Первомайскинчи ÿт-тир чирĕсен диспансерĕнче ĕçленĕ. Диспансера Комсомольскине куçарсан, унта кайнă. Кунтах медсестрасен курсĕнче пĕлĕвне малалла ÿстернĕ. Çемьеллĕ пулнă, Анатолий Задоновпа пĕр çемье çавăрнă. Мăшăрĕ водительте ĕçленĕ. Хĕрпе ывăл çитĕннĕ.
Александра Васильевна чылай çул Полина Лаакконен врачпа пĕрле ĕçленĕ, ăна хĕрарăм халĕ те ăшшăн аса илет. Полина Михайловна — çут çанталăк тусĕччĕ, чечек ăстиччĕ. Вăл тăрăшнипе районти ялсенчи хĕрарăмсем вуншар тĕрлĕ чечексем акса ÿстернĕ. Çавăн пекех врач Мир фондне темиçешер пин тенкĕ укçа хывнипе палăрнă, вăл вăхăтра ăна республикипех лайăх пĕлнĕ.
А.В.Задонова — питĕ сăпайлă хĕрарăм. Тен, çавăнпа та пулĕ, çитмĕлтен иртнĕ пулин те, çынсене вăл чун-чĕре илемĕпе, ăшă кăмăлĕпе хăй патне илĕртет.
Шăпа тĕрлĕрен пулать: телейли те, хурлăхли те... Александра Васильевнан пурнăçĕ те çăмăлах пулман. Вăл хĕрĕхрен иртсен мăшăрне çухатнă, ачисене пĕччен ÿстернĕ. Халь Альбина хĕрĕ çемйипе район центрĕнче пурăнать. Ача садĕнче поварта ĕçлет. Хĕрарăмăн шанчăкĕ, тĕрекĕ — ывăлĕ Аркадий, водитель пулнă. Авланнă, çемйинче икĕ хĕр ÿснĕ, мăшăрĕ çăмăлланма хатĕрленнĕ.
Инкек куçа курăнса килмест çав. Вăл хăш енчен килсе çапасса та пĕлместĕн. Аркадий аваринче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Çакă амăшĕшĕн ытла та пысăк çухату пулнă. Кинĕ çак хуйха пула вăхăтсăр ача çуратнă. Мăнтарăн, мăшăрне пытарма та каяйман. Хунямăшĕ ăна май килнĕ таран лăплантарнă, икĕ мăнукне садике ăсатнă, ĕçе васканă. Юлашки çулсенче вăл профосмотр кабинетĕнче вăй хунă. Ĕçе тĕплĕ те вăхăтра тунипе, ăшпиллĕхпе палăрнă.
«Пепкен сывлăхĕ çип çинчи пек. Вăл халь-халь татăлса каясла. Эпир хамăртан мĕн килнине пурне те тăватпăр»,— терĕ ача çуратакан уйрăмри врач А.В.Задоновăна. Ун чухне больницăра чиркÿ çыннисем те пурччĕ. Вĕсем сĕннипе хĕр пĕрчине шыва кĕртсе Вивея ят пачĕç. Пĕчĕкскер ерипен-ерипен вăй илсех пычĕ, амăшĕпе асламăшне савăнтарчĕ. Халь вăл иккĕмĕш класа кайма хатĕрленет. Унăн аппă-шĕсем — Маринăпа Юля. Пĕри Чăваш патшалăх университетĕнчи строительство факультетĕнче вĕренет, тепри кĕркунне 11-мĕш класа каять. Амăшĕ, Тамара, прокуратурăра ĕçлет. Çемьере пурте пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, юратаççĕ, пулăшаççĕ. «Маншăн кин тăван хĕр пекех çывăх, мăнуксем те лайăх. Хам та ачасене пĕччен ÿстертĕм, ăна та çав шăпах пырса тиврĕ. Çакăншăн, паллах, чун ыратать»,— тет Александра Васильевна.
Халь вăл тивĕçлĕ канура. Апла пулин те пĕрре те ахаль лармасть. Кил-çуртра ĕçлет, май килнĕ таран кинне, мăнукĕсене пулăшать.
Источник: "Каçал Ен"